24 октября 2015 г.
П. Мулгачев 1962 çулхи августăн 25-мĕшĕнче Аслă Чемен ялĕнче çуралса ỹснĕ. Шкулта лайăх паллăсемпе анчах вĕреннĕ, спортпа туслă пулнă.1979 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Петьăна амăшĕн тăванĕ Красноярск облаçĕнчи Балахта поселокне илсе кайнă. Çамрăк каччă унта сыр заводне ĕçлеме вырнаçнă. Тепĕр çултан вăл çар ретне тăнă. Салтакран тĕрекленсе таврăннă каччă Минисинск хулинчи ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ, çав вăхăтрах сыр заводĕнче те ĕçленĕ. Хăйне лайăх енчен кăтартнă маттур яша парти организацийĕ 1987 çулта Балахта райо нĕнчи ..... ĕç... пайĕн дежурнăй чаçне милиционер пулса ĕçлеме янă. Каярахпа вăл çул çитмен ачасен инспекторĕ, участок милиционерĕ, участок уполномоченнăйĕсен начальникĕсен, штаб начальникĕ, аслă дознаватель пулса тăрăшнă. Ĕçленĕ хушăрах Красноярск хулинчи милицин аслă шкулĕнче вĕреннĕ. Юлашки вăхăтра "Балахтинский" муниципалитсем хушшинчи уйрăмра смена начальникĕнче вăй хурать полици майорĕ. Унăн ĕç стажĕ 35 çул, вĕсенчен 28-не шалти ĕçсен па- йĕнче тăрăшнă. Петр Григорьевичăн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Ытларах дежурнăй чаçра ларать, ăçта преступлени пулнине çийĕнчех кирлĕ çĕре пĕлтерет. Кăçалхи утă уйăхĕнче Балахта çывăхĕнче пысăк авари пулнă
Ĕçри çитĕнỹсемшĕн Петр Григорьевич "За отличие в службе в МВД России", "Маршал Жуков", "Çурçĕр Кавказри контртеррористсен операцийĕсене хастар хутшăннăшăн" тата ытти медальсем, Хисеп хучĕсем, парнесем илме тивĕç пулнă. Кăçалхи апрель уйăхĕнче унăн ашшĕ-амăшне Чечен Республикинчи Итум - Калин районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнчен тав çырăвĕ килнĕ. Петр Григорьевич ĕç командировкинче 6 уйăх пулса пысăк профессионал пулнине çирĕплетнĕ, шалти ĕçсен органĕсем умĕнче лартнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçланă. Петр Григорьевичăн мăшăрĕ те полицинче ĕçлет, иккĕшĕн ятне те Балахта районĕн ĕç хисепĕн кĕнекине кĕртнĕ. Вĕсем икĕ ача çитĕнтереççĕ. "Полицире ĕçленĕшĕн пĕртте ỹкĕнместĕп, ĕçе чунтан юрататăп. Çынсене, обществăна усă кỹме пултарнăшăн савăнатăп. Çуралнă еншĕн, тăвансемшĕн тунсăхлатăп", _ тет чăн чăвашла халь те лайăх калаçакан аякри ентеш. Амăшĕ _ Роза Рафаэловна, çывăх тăванĕсем Петр Григорьевичпа тивĕçлипех мухтанаççĕ.
Н. КОШЕЛЕВА. Аслă Чемен ялĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)