Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем

21 октября 2015 г.

 Май уйăхĕнче эпир Аслă Аттелĕх вăрçи вĕçленнĕренпе 70 çул çитнине паллă турăмăр. Хăрушă вăрçă нушисем чылай çыннăн пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварчĕç. Мĕн чухлĕ çын хăйĕн чи çывăххисене _ ашшĕне, ывăлне, мăшăрне, пиччĕшне, шăллĕне. тăванне, юлташне çухатрĕ. Вăрçă кашни çемье алăкне пырса шаккарĕ.

Н. Мулгачев Аслă Чемен ялĕнче нумай ачаллă çемьере ỹснĕ. Ялти 7 класс хыççăн вăл Ишлĕре пĕр çул вĕреннĕ. Унтан вăрманта кăмрăк хатĕрленĕ çĕрте ĕçленĕ. 1942 çулхи майăн 5-мĕшĕнче Микуль ялти ултă юлташĕпе пĕрле вăрçă хирне кайнă. Пĕр çулхи тантăшсем пĕрле асăнмалăх юрланă, ташланă. Килтен вăл питĕ хурланса тухса кайнă, хăйĕн ашшĕ-амăшĕнчен, тă- ванĕсенчен уйрăлнă чухне чуна тивекен сăмахсем каласа хă- варнине йăмăкĕ, 89 çулхи Нинюк аппа, халĕ те астăвать. "Юратнă аттеçĕм - аннеçĕм! Мана малтан, хыçалтан пăхăр, юлашки хут курса юлăр". Хăй çавăнтах урай варринче вар! çаврăнса илнĕ те тăванĕсемпе уйрăлу ташши ташласа тухнă, сăвăласа салтак юрри юрланă. "Эх, атте çурчĕ, тăван çурт, эп тек кунта килеес çук". Çамрăксене Йĕпреç станцине лашапа леçнĕ. Çумăр питĕ вăйлă çунă вăл кун. Тăванĕсем Микульран пурĕ 10 çыру илнĕ. Çырусен пĕр енне адрес, тепĕр енне "Просмотрено военной цензурой", тесе çырнă. Сарăхнă, лỹчĕркеннĕскерсене хумханмасăр тытма çук, вĕсене вулатăн та, нумай çул каялла иртнĕ вăрçа аса илсе, салтакăн пурнăçĕпе, шухăш-кăмăлĕпе паллашатăн. Вăрçă хирне салтака тăруках яман. Малтан пеме вĕрентнĕ, кашни кун 20 километр чуптарнă, ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхине 11 - ччен вĕреннĕ вĕсем.

Хăйĕн пĕрремĕш çырăвĕнче акă мĕн çырать салтак. "Асăнса Салам çемйипех. Çырăвăн малтанхи йĕркинче хамăн тăван кил çурта салам ярас терĕм-ха. Пурăнатпăр пит аван. Тăратпăр та вĕренетпĕр, виçĕ хутчен çиетпĕр, 600 грамм çăкăр параççĕ, валеçсен 500 грамм та пулмасть пуль, пуллитăр çăнăх шыв параç. Килнĕренпе яшки çинче пĕр улма турамĕ те курман. Вăй пĕрре те çук, лапах кайса ỹкеп. Часрах илсе кайсан аванччĕ (çапăçу хирне). Нумайăшĕ добровольнăй кайрĕç. Манăн та часрах каяс, нимĕçсемпе çапăçас килет. Кунта килни 15 кун çитрĕ. Пĕр уйăх вĕренмелле терĕç".

"...Шав малалла пурăнасшăн тăрăшатпăр. Сахал çывăратпăр. Кашни кун хамăр хушăмăртан юлташсем е вилеççĕ, е аманаççĕ. Малтанхи ушкăнран çурри кăна тăрса юлтăмăр, тепрер уйăх пурăнсан никам та юлмасть пулĕ. Нумаях пулмасть 10 куна таçта кайса килтĕмĕр. Ăçта кайни сире кирлех мар. Эпир заданисене яланах иккĕн е виççĕн çỹретпĕр. Ну атте-анне, Марйе, Устин, Нинук, Инна, çиленсе ан юлăр. Салампа Микуль", çырать августăн 24-мĕшĕнче салтак. 26 октябрь, 1942 çул. "Салампа ют çĕрте пурăнакан хăвăр ачăр Микуль. Салам тăван аттене, аннене, аппана, йăмăка тата çывăх тăвансене. Пĕр сăмахпа Мария янă çырăва илсе вуларăм, сирĕн сывлăхăра пĕлтĕм. Мĕн ĕçленине, мĕнле пурăннине çавăнпа та малалла хамăн пурнăç мĕнлине пĕлтерем терĕм-ха. Ку вăхăтра пурăнап сывлăхпа, анчах шухăш кил çинче, пĕр минут та тăраймастăп кил çинчен шутламасăр. Тен эсир ман çинчен шутламастăр та пуль йăлăхрăр пуль ман çырусене илсе вуласа, кашни кун тенĕ пек çыру çырап сире, анчах та эсир мана питĕ сайра çыратăр. Кунта мĕн пур çыру кăна лăплантарса пурăнтарать...".

Çырусене малалла вулатпăр.

"Çĕрле çывăрма сахал лекет. Малти линине 2 хут кайса килтĕмĕр. Пĕррехинче талăк ытларах кăна пурăннăччĕ, тепрехинче 6 талăк выртрăмăр. Халь 2-мĕш лининче пурăнатпăр. Малтанхи лининчен 800 метрта. Кунта пурăнма малтанхинчен тата харушă. Кашни кун хамăр хушăмăрти çынсем вилеç те, аманаç те".

"...Малалла тĕттĕмленсе килет, час юр çăвать пуль. Хăçан уяртасси паллă мар. Ку çыру муш юлашки пулать, муш тепре. Сывă пулăр! Телей сунса килĕштерсе пурăнма сĕнетĕп. Ман урăх нимех те çырмалли çук. Вилĕме малашне минутран кĕтмелле пулать. Пирĕн дивизи халь гвардейский дивизи. Халь гварди командира экзамен патăмăр, звани паман-ха, ыран параç. Унтан тĕрлĕ çĕре салатаç, юлташсенчен уйрăлатпăр". Çакă вара 1942 çулхи ноябрь уйăхĕнче янă çыру йĕркисем.

"...Хамăр пурнăç çинчен шутламастпăр, эпир салтаксем, тăван çĕршывшăн вилме хăрамастпăр", çырать тепĕр çырура Микуль.

Япалисене, сухари вăрлани пирки те пĕлтерет Микуль. Ялтан илсе кайнă çăпатине, кăранташне те вăрланă унăнне. Ашшĕ-амăшĕшĕн, тăванĕсемшĕн питĕ тунсăхланă вăл. Темиçе çырура та килте тарăхтарнăшăн каçару ыйтнă. Çыру питĕ кĕтнĕ. Çырманшăн "ятланă". Килтисем паллах, хуравланă ăна, анчах çырусем пурте çитмен. Хут çук пирки пĕр çырăвне листовка çине çырнă паттăр салтак.

1942 çулхи декабрĕн 12-мĕ- шĕнче отделени командирĕ, аслă сержант, снайпер Николай Михайлович Мулгачев Воронеж патĕнчи пĕр хаяр çапăçура вилмеллипех аманать. Ăна çак облаçри Гортмишево станци- йĕнче пурăнакансем тирпейлесе пытарнă.

90 çула пуснă Нинюк аппа халĕ килте пĕчченех пурăнать. Тирпейлĕ те таса çуртри стенасем çинче сăнỹкерчĕксем, вĕсен хушшинче _ çамрăк Микульăн та. Нинюк аппа тетĕшĕ фронтран янă 10 çырăвне сыхласа хăварнă, вĕсене шурă тутăрпа чĕркесе арчара тирпейлĕ упрать. Вăхăтран вăхăта виç кĕтеслĕ çырусене вуласа хурланса ма- кăрать...

Н. КОШЕЛЕВА. Аслă Чемен ялĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика