10 октября 2015 г.
Патăрьел тăрăхĕнчен паллă çынсем нумайăн тухнă. Вĕсенчен чылайăшĕ республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тата тулашĕн- че тĕпленнĕ. Аслă Чементе çуралса ỹснĕ И. Медведева та шăпа Шăмăршă тăрăхне илсе çитернĕ. Иван Ананьевич унта "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатра чылай çул çырусен пайĕнче ĕçленĕ. Хаçат вулаканĕсене хамăр ентеш пурнăçĕпе тата унăн пултарăлăхĕпе паллашма сĕнетпĕр. Сăмах май, журналист сентябрь уйăхĕнче хăйĕн паллă та сумлă юбилейне _ 60 çул тултарнине _ паллă турĕ. Çак ятпа эпир те, "Авангард" хаçат редакцийĕн коллективĕ, ăшшăн саламлатпăр.
Журналист ĕçне кашни çынах тĕрĕс хаклаймасть. "Вăрман касса е кирпĕч йăтса нушаланмастăр вĕт, ручка тыт та _ çыр та çыр!" _ теççĕ хăшĕсем. Теприсем тата журналиста влаçсен "юррине" юрлакан, вĕсен ăсĕпе кăна пурăнакан çын вырăнне хураççĕ.
Чăнах та, журналист кашни кун пĕрене йăтмасть е кирпĕч çумне кирпĕч хурса çурт купаламасть. Анчах унăн ĕçĕ çăмăл текенсем питех те йăнăшаççĕ. Эсир пĕлетĕр-и, журналистсем пирĕн çĕршыв-а _ чи кĕске ĕмĕрлисем. Журналист çын хуйхи-суйхине чĕри патне илет, унпа пĕрле пăшăрханать, ăна кăштах та пулин пулăшасчĕ тесе хăйĕн валли тăшмансем тупать.
Хăй çырнă кашни йĕркешĕн çĕр çывăрайманни, хаçатра йăнăш каясран пăшăрханни, сăлтавсăрах айăплисен шутне кĕртни сывлăха пĕтермест-и-ха тата.
Хĕрĕх çул ытла хаçатра ĕçлесе çакна чунпа ăнланса илтĕм, журналистикăна ăнсăртран çакланнисем халăх хисепне тивĕç пулаймаççĕ, вĕсем çырнине вуламаççĕ е вуласан та часах манса каяççĕ. Çынсене хумхантаракан, калаçтаракан, сỹтсе явма хистекен статьясем çырма чăн-чăн журналистсем çеç пултараççĕ.
Шăмăршă район хаçачĕн редакцийĕнчи журналистсен пуçламăш организацийĕ виçĕ çынран тăрать. Пурте _ ĕçре пиçĕхнĕ çынсем, хамăрла каласан "шурсухалсем". Паян эпĕ çывăх юлташăмăр _ Иван Медведев çинчен ăшă сăмах каласшăн. Сăлтавсăр мар, паллах, иртнĕ уйăхра Иван Ананьевич çуралнăранпа 60 çул çитрĕ.
Нумай çул пирĕн хаçатра ĕçлесе Иван Ананьевич çĕр-çĕр очеркпа тĕрленчĕк, статья çырчĕ, çĕр-çĕр çынна савăнăç парнелерĕ, çĕр-çĕр çынна хумхантарчĕ.
Кашни ялтах Иван Медведев журналистăн çывăх тусĕсем пур. Культура институтне пĕтернĕрен, Иван Ананьевич çак тема уйрăмах юратать, халăхран тухнă талантсене шыраса тупса ăшă сăмахпа хавхалантарма тăрăшать. Культура ĕçченĕсем пĕр пытармасăр Иван Медведев журналиста хăйсен профессийĕнчи çивĕч проблемăсемпе паллаштараççĕ, унран пулăшу кĕтеççĕ. Иван Ананьевич мĕн тума пултарнине тата пултарайманнине те пурнăçлама тăрăшать, культура ĕçĕнче пуçтарăннă пуян опычĕпе пурне те паллаштарать.
Е тата çарпа патриотизм теминех илер. Çирĕм çул ытла ĕнтĕ çак темăна хаçатра туллин çутатас тĕлĕшпе Иван Медведев журналист пурне те ырă тĕслĕх кăтартать. Шăмăршă тăрăхĕнчен тухнă çар çыннисем, вăрçă ветеранĕсем, çар училищисенче вĕренекен курсантсем çинчен вун-вун очеркпа тĕрленчĕк çырса пичетлерĕ.
Иван Ананьевич право ыйтăвĕсене çутатассине те хăй çине илчĕ. Çак пысăк яваплă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа туса пырать, унăн статйисем çамрăксене право йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнма вĕрентеççĕ.
Ытти ĕç сахал-и редакцире. Велосипечĕ çине утланса ларать те Иван Медведев, редакци ĕçĕпе çула тухать. Нихăçан та унран, "Ывăнтăм, пултараймастăп", _ тенине илтмен. Çарта пограничник пулнăскер, ĕçре те дисциплинăна çирĕп пăхăнать. Вунă йĕркеллĕ заметка çырасси- шĕнех тепĕр чух вунă çухрăма велосипедпа çитсе килет.
Иван Ананьевич çамрăк чух Мускаври культура институтĕнчен вĕренсе тухни çинчен маларах каларăм ĕнтĕ. Хăй те вăл _ пултаруллă юрăç тата купăсçă. Районти Культура Керменĕнче те, уявсенче те çынсене илемлĕ юрăпа савăнтарать, хăй те юрă кĕвĕлет. Иван Медведев литература хайлавĕсем çырса та палăрчĕ, илемлĕ калавсемпе тата чуна хумхантаракан повеçсемпе вулакана савăнăç парнелет. Унăн çырас ăсталăхĕ ỹссех пыни сисĕнет, эппин, çĕнĕ произведенисем татах та пулĕç-ха. ...
Нумай-нумай ырă сăмах калама пулать сан пирки, хаклă тусăмăр Иван Ананьевич. Юбилей ячĕпе чĕререн саламланă май, Шăмăршă вăрманĕнче патваррăн сарăлса ỹсекен лаштра юман пек çирĕп сывлăх, шăнкăртатса юхакан кĕмĕл çăлкуç шывĕ пек иксĕлми телей, асамлă тĕрĕсемлĕ чăваш сурпанĕ пек вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
И. САЛАНДАЕВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.
Улăхри кăвак чечек
Пин те тăхăр çĕр хĕрĕх виççĕмĕш çулхи июль пуçламăшĕн пăхса ытарайми ылтăн кунĕ колхоз улăхĕнче ыткăнса утă çулакансен чун-чĕрине хавхалану кỹрет, вĕсен ỹт-пĕвне çĕнĕ вăй-хăватпа çирĕплетет. Хĕвел шевлисем хулăн паккуссем çинче пĕр хушă ташласа илеççĕ те курăк чăштăртатма пуçласан тинтерех çулса пăрахнисем çине сиксе каçаççĕ. Çăл куç шывĕ илемлĕн шăнкăртатса юхакан пысăк вар пуçĕнче шурă саппунлă хĕрсемпе хĕрарăмсем çăра курăка меллĕн кастарса пынă май, кăпăшка паккуссем хитре хăюсем евĕр тăсăлса юлаççĕ. Утă çулакансем хушшинче ыран-тепĕр кун фронта кайма повестка парасса кĕтекен салху сăн-питлĕ йĕкĕтсем те курăнкалаççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вучĕ виççĕмĕш çул алхасать ĕнтĕ. Кашни утăмрах аркатупа вилĕм кỹрекенскер, вăл хăçан путланса ларасси пирки никам та тĕрĕс татса калаймасть. Тăван ял çыннисем юнлă вăрçă хирĕсенче хаяр тăшманпа паттăррăн çапăçса пуç хунине хурланса пĕлтерекен виçĕ кĕтеслĕ "хура хутсен" шучĕ темиçе теçеткене те çитнĕ.
Хĕрỹ ĕçре вăхăт иртни сисĕн-мест çав _ сехет йĕппи вун иккĕ патнелле кармашсан колхозниксем хаваслăн кулкаласа халĕ çеç апат кỹрсе килнĕ лав çывăхне кĕпĕрленсе тăчĕç. Кăнтăрлахи апатра поварсем утă çулакансене _ вĕсем улăхра иккĕмĕш эрне канăçа пĕлмесĕр ĕçлеççĕ ĕнтĕ _ тутлă çăнăх шỹрпипе тата хальтерех кăна кăмакаран пĕçерсе кăларнă ырă шăршăллă ыраш çăкăрĕн чĕллипе сăйларĕç. Килте куллен ут кăшкарĕпе çăратнă яшка тата терка витĕр кăларнă çĕр улми çине кăштах вика çăнăхĕ хушса пĕçернĕ икерчĕ çинипе танлаштарсан, колхоз апачĕ вĕсене улпут çиекен çимĕç пекех туйăнать. Хĕрарăмсем, ахаль те хут пек шурă сăн-питлĕ курăнаканскерсем, яланхи пекех çăнăх шỹрпине кăна сыпрĕç, çăкăр чĕллине пир татăкĕпе тирпейлĕн чĕркесе саппун кĕсйине чикрĕç. Çăкăр татăкне килте çурма выçă ларакан пĕчĕк ачасем иртенпех чăтăмсăррăн кĕтеççĕ ĕнтĕ, каçхине вăл вĕсемшĕн пысăк кучченеç вырăнне пулĕ.
Апатлансан колхозниксем ушкăнăн-ушкăнăн пайланса пĕрер сехетлĕхе канма ларчĕç, хăш-пĕрисем вара тỹшек пек çемçе паккуссем çине тăсăлса выртрĕç. Улăхри чечексем пек хитре хĕрсем _ сарă çивĕтлĕ, туллирех ỹт-пỹллĕ Анна Атнашкина тата хура çỹçлĕ, хытканрах пỹ-силлĕ Василиса Никонорова, пĕчĕкренех пĕр çемьери евĕр туслă та уйрăлми çỹрекенскерсем, васкамасăр çывăхри вар еннелле утрĕç. Тăрна куçĕ пек тăрă курăнакан çăл куçран алăпа ывăçла-ывăçла сивĕ шыв ĕçсе ỹт-пĕве уçăлтарнă хыççăн вĕсем аркăллă пир кĕписене çĕклесе, ятарласа шăратса кăларнă пек илемлĕ урисене уçă хăварса курăк çине вырнаçса ларчĕç.
_ Эх, çанталăкĕ савăнтарать- çке паян, _ утмăлтурат чечекĕ евĕр кăвак куçĕсене унталла та кунталла ывăтнă май хавхаланса калаçрĕ Анна. _ Тỹпе - тап-таса, пĕр пĕлĕт татки те курăнмасть. Хĕвел анăç енче вара ... хăрушă вăрçă кĕрлет. Унта пĕтĕм тавралăх тусан-хăрăмпа хупланнă, çĕре кисретекен снаряд-бомбăн хаяр сассипе тулнă...
_ Эх, ан та кала, Анна, _ хаш! сывласа илчĕ Васса. _ Кашни бомба-снаряд ỹкмессерен миçе çын пурнăçĕ татăлать. Кунсăр пуçне чĕрĕ ỹт шыракан пульăсем мĕн чухлĕ вĕçмеççĕ-ши тата.
_ Халĕ Курскпа Орел таврашĕнче питĕ хаяр çапăçусем пыни пирки хыпарларĕ ирхине правлени умĕнчи юпа çинчи радиорепродуктор.
Çакна илтсен Вассан сăн-пичĕ çĕрлехи çăлтăрсăр тỹпе пекех тĕксĕмленчĕ.
_ Манăн Никандр вара юлашкинчен çырнă çырăвне шăпах çав таврашран янăччĕ, оборонăра çирĕп тăратпăр, часах тăшмана хăвалама пуçлатпăр, тенĕччĕ...
_ Ытлашши кулянса чĕрỹне ан ыраттар, Васса, _ тантăшне çурăмран лăпкаса илчĕ Анна. _ Ĕмĕт _ çунат, ĕненỹ _ хăват, _ теççĕ халăхра. Савнă тусу, çапăçу хирĕнчен йĕркеллех тухĕ акă.
_ Эх, çапла пултăрахчĕ ĕнтĕ. Анна, тахçанах ыйтса пĕлесшĕнччĕ санран... Ыйтнăшăн çилленмĕн-и?
_ Çук, çилленместĕп, Васса. Ыйт...
_ Пĕлтĕр выпускной класра вĕреннĕ вăхăтра сан çумна харăсах икĕ йĕкĕт _ хамăр класри Павел Янтушкин тата 10 "б" класри Егор Эскеров çыпăçатчĕç, шкулти кану каçĕсенче пĕр-пĕринпе ылмашăнса вальс ташлама кăларатчĕç. Сана киле ăсатма ирĕк çĕнсе илессишĕн пĕр каçхине вĕсем тытăçсах ỹкнĕ, тетчĕç... Анчах эсĕ пĕринпе те çỹремен, туслашма васкаман. Якур яланах вĕренỹ отличникĕ пулнă, Павăл _ ударник. Вĕсем Свердловскри çар училищине вĕренме кайнăранпа пĕр çулталăк çитет ĕнтĕ, часах офицерсем пулса тăраççĕ.
Иккĕшĕ те _ ăслă, илемлĕ, ырă кăмăллă. Нивушлĕ нихăшне те йышăнмасть санăн чĕре? Çакна илтсен Аннан кăвак куçĕнче самантрах вут-хĕм ялкăшма пуçларĕ. Вăл сарă та хулăн çивĕтне курăка сĕртĕнтерсе, аллисемпе тĕревленсе хыçалалла тайăлчĕ, янкăр тỹпенелле пăхса çутă ĕмĕтпе çунатланчĕ.
_ Иккĕшĕ те питĕ лайăх каччăсем пулнăран, хăшне суйласа илмеллине те пĕлмерĕм ун чухне, _ васкамасăр сăмахларĕ Анна. _ Вăтам шкул пĕтерсенех иккĕшне те пĕр кунтах фронта кайма повестка пачĕç. Иккĕшĕ те кашни эрнере тенĕ пек çыру çырса тăраççĕ, чунтан юратса пурăнни пирки хыпарлаççĕ. Вĕсен характерĕсем тĕрлĕрен: Якур хăвăрт вĕриленсе кайма пултарать, анчах çилленни хăвăрт иртет. Павăл _ йăвашрах, çилли вара вăрахрах тăсăлать. Нимле йывăрлăха пăхмасăр палăртнă тĕллев патнелле çирĕппĕн утассине иккĕшĕ те тĕп вырăна хураççĕ...
_ Каччăсене салтака илсе кайнăранпа çулталăка яхăн иртрĕ ĕнтĕ. Шутласа пăхмалăх, чĕре хăшĕн патнелле ытларах туртăннине туймалăх вăхăт çителĕклех пулчĕ темелле...
_ Хăшĕ ытларах килĕшни пирки шутла-шутла ыйхă сахал мар татăлнă манăн. Кăçал улмуççисем çеçке çурнă вăхăтра, каçхи садра çỹренĕ чухне пĕр самантрах ăнланса илтĕм: вăл _ шăпа пỹрни! Унтанпа лăпкă çывăрнă каçсем сайра пулаççĕ...
_ Чĕре хăшне суйласа илчĕ вара?..
Çак вăхăтра вар пуçĕнчи типме пуçланă паккуссем çийĕн такам чаштăртаттарса утса килни илтĕнчĕ. Вун саккăрти хĕрсем, такам команда панăн, харăсах хыçалалла вăрт! çаврăнса пăхрĕç.
_ Акă, ăçта пытанса ларатăр иккен-ха эсир, _ терĕ вăрçă инваличĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ, иккĕмĕш бригадăна ертсе пыракан Максим Соколов. _ Ташша яма пултаратăр, хĕрсем. Эпĕ сирĕн пата халĕ çеç маттур офицерсене _ Егор Эскеровпа Павел Янтушкина лашапа лартса килтĕм...
Çар тумĕллĕ Якурпа Павăл çăмăллăн утса килнине курсан Аннан çамрăк ỹт-пĕвĕнче савăнăçпа хумхану туйăмĕсем капланма пуçларĕç. "Кунĕн-çĕрĕн кĕтнĕ тĕл пулу саманчĕ çитрĕ иккен тинех, _ шутларĕ сарă çивĕтлĕ хĕр. _ Çыру урлă мар - куç умĕнче каламалли хаклă сăмахăмсене текех чунăмра тытмастăп..."
_ Салам хамăр класс чиперккисене! _ Якуртан маларах утса пырса хĕрсен аллисене çепĕççĕн чăмăртарĕ Янтушкин кĕçĕн лейтенант. _ Аннушка, кăштах айккинелле пăрăнса эпĕ санпа уйрăммăн калаçса илесшĕнччĕ...
_ Сывлăх сунатăп юнашар класра вĕреннĕ пикесене! _ Аннана утмăлтурат чечекĕсен çыххине парнелесе, командирăн çирĕп сассипе саламларĕ хĕрсене Эскеров лейтенант. _ Анна, сана хăвна çеç каламалли сăмахăм пурччĕ...
Çамрăксем хушшинче чăлханчăк калаçу çăмхи сỹтĕлме пуçласса туйса бригадир вăчăраллă сехечĕ çине пăхса илчĕ те кайма хатĕрленчĕ.
_ Калаçса татăлнă пекех, ыран кăвак çутăллах правлени умĕнче кĕтетĕп сире, лейтенант юлташсем, _ гимнастеркин пиçиххи çумне хĕстернĕ пушă çаннине туртса тирпейлерĕ бригадир. _ Райцентра колхоз председателĕн трантасĕпех леçĕп сире.
_ Ырă сăмахушăн тавах, Максим Игнатьевич! _ терĕç вун саккăрти офицерсем.
_ Эпĕ те каям-ха бригадăна... _ кунта хăй ытлашши çын пулнине курса, Васса бригадир хыççăнах вартан хăпарчĕ.
_ Якур, мĕншĕн килтĕн эсĕ кунта?! _ куçĕсене хаяррăн ялкăштарчĕ Павăл. _ Эпир Аннапа вунă çул пĕр класра вĕреннĕ, пĕр урамра ỹснĕ. Пĕр-пĕрне юрататпăр эпир... (Малалли пулать).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)