Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсталăх пĕлекен çăкăрсăр лармасть

03 октября 2015 г.

 Ялта пурăнакансем те халь май пур таран ĕçе çăмăллатма тăрăшаççĕ. Ăстасем вара лавккара сутакан япаласене килтех хатĕрлеççĕ. Хăш-пĕри Кулибинран нимпе те кая мар. Вĕсене çуралсанах аллинчен Турă хăй чуп тунă пуль темелли çеç юлать...

Аслă Чеменпе юнашарах вырнаçнă Тури Чакăра пурăнакан Поповсене йĕри-таврари ялсенчи çынсем ĕçлĕх- липе пĕлеççĕ. Çемье пурнăçа тытса пырас тесе иртен пуçласа каçчен лăш курмасăр тăрăшать: 6 ĕне, пăрусем, сурăхсем, чăх-чĕп усрать. Картиш тулли выльăха тăрантма апачĕ те нумай кирлĕ. Хĕл каçарма аслăк тăррине тăнккаса тултармасан ыйткалама каймалли е чĕлхесĕр янаварсене сутмалли çеç юлать. Техникине те ялан çынран ыйтма аван мар. Ал айĕнче трактор пулсан хăть мĕн тесен те ĕççи вăхăтĕнче çăмăлрах. Туянас _ укçи-тенки курттăмăн нумай кирлĕ. Çавăнпах ĕнтĕ кил хуçи, Владимир Петрович, хăй хурçă "ут" тума шухăш тытнă. Умне лартнă тĕллеве пурнăçлас тесе запчаçсем пухма пуçланă. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хăйне кирлĕ япаласене пуçтарса çитернĕ те виçĕ çул каялла пĕчĕк трактор ăсталанă. Çуркунне çитсенех ăна "кỹлнĕ" те ĕçе пикеннĕ. "Ока" автомашинăн моторне вырнаçтарнăскерпе пахча сухаланă, сỹреленĕ, çĕр улми лартнă, кăларнă, йăран хушшисене хăпартнă... Хиртен типĕ курăка та турттарса килнĕ. Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă, тенĕн, пысăках мар хурçă "ут" çемьешĕн пысăк пулăшу паракан пулса тăнă.

Нумай пулмасть Поповсем Т- 25 маркăллă трактор туяннă. Кил хуçи кăкарса çỹремелли хатĕрсене каллех хăй вăйĕпе ăсталанă. Халь тата тепри кирлĕ те мар пек ĕнтĕ, анчах алли ылтăн арçын хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпех пурăнать.

_ Пысăк трактор тума пайĕсене пухса çитертĕм, çывăх вăхăтра калăплама пикенесшĕн. Пĕччен ĕçлеместĕп эпĕ, Патăрьелĕнчи агропромышленность технику- мĕнче вĕренекен ывăл яланах юнашар. Техникăн çĕмĕрĕлесси те пулать, çавăнпа юсама хăнăхса пытăр тетĕп, _ тет В. Попов.

Ĕçлĕхлĕ çемье вĕлле хурчĕсем те усрать. Владимир Петровичпа Елена Леонидовна вĕсене иккĕшĕ пăхаççĕ. Сăмах май, кил хуçи вĕллесене те хăйех ăсталать.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика