03 октября 2015 г.
РАÇÇЕЙ телевиденин пĕрремĕш каналĕпе кăтартакан "Фазенда" передачăна чылайăшĕ пăхман та пулĕ. Ăнсăртран экран умне ларсассăн та кăларăмра пỹлĕмсе-не, хваттерсене дизайнер куçĕпе тирпейлессипе мастер-класс кăтартакан чиперккене сăнамасса пултарнă. Сăрă тĕнчин ытамне çакланса маçтăра тухнă специалист шăпах пирĕн районтан, Аслă Чементи А. Кузьмина (ỹкерчĕкре) дизайнер. Анастасия Юрьевнăн ỹнерçĕ таланчĕ ăнсăртран çеç çуралман иккен. Унăн ашшĕн шăллĕ те художник, амăшĕ енчи ратнере те маçтăрсем пур. Урăхла каласан, ентешĕмĕрĕн пултарулăхĕ темиçе сыпăкранах юнпа куçнă пуянлăх темелле.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)