30 сентября 2015 г.
Сентябрĕн 27-мĕшĕнче районта Пĕтĕм Раççейри "Нацисен кросĕ" чупу иртрĕ. Тăрăн тата Патăрьел ял тăрăхĕсен спортсменĕсем "Паттăр" стадиона пухăнчĕç. Нацисен кросне хутшăнакансене район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан М. Калмыков, Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçи С. Викторов, спорт ветеранĕ В. Салмин, "Паттăр" спортшкул директорĕ А. Краснов саламларĕç.
VIР чупура арçынсенчен С. Викторов, хĕрарăмсенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти И. Терентьева финиша малтан çитрĕç. Малалла хăйсен ỹсĕм çулĕсенче А. Царев, Д. Маркова, К. Ситов, С. Муськина, Д. Николаев, М. Кальметова, П. Тинюков, Я. Паймина, А. Вахитов, А. Анисимова, аслăрах çулхи арçынсенчен Хурама Тварти Т. Давыдов, хĕрарăмсенчен Патăрьелĕнчи Л. Волкова, 18тан аслисенчен А. Григорьевпа О. Каллина çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.
х х х
Аслă Чементе чупăва хутшăнакансене малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Медведев саламларĕ. Ун хыççăн старта ача садне çỹрекенсемпе унти ĕçченсем тăчĕç. Шкул ачисемпе педагогсем, техперсонал, культура ĕçченĕсем, администраци специалисчĕсем чупура хастарлăх кăтартрĕç. А. Фролова, Н. Кошелева, С. Вахмистров ял тăрăхĕн депутачĕсем кашнинчех пултаруллă. Ỹсĕм ушкăнĕпе илес пулсан Т. Миронская, К. Фролова, В. Капитонова, М. Матюшкина, Александрпа Сергей Макаровсем, Р. Сулагаев финиша малтан кĕчĕç, призлă пулчĕç. Старта тăракансенчен чи кĕçĕнни 5 çулта, асли вара 68та пулчĕ. Çак кун 160 çын старта тăчĕ.
х х х
Тутар Сăкăт ял тăрăхĕнче те спорта юратакансем çак кун шкул стадионне пухăнчĕç. Кĕçĕнни те, асли те чупăва хутшăнса финиша малтан çитесшĕн пулчĕ. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене шкул директорĕ Г. Сабитова саламланă хыççăн чи çамрăккисем старта тăчĕç. Ветерансем те çамрăксемпе шкул ачисенчен юласшăн пулмарĕç. Чупу кăмăллă иртрĕ. Çĕнтерỹçĕсем грамотăсемпе парнеллĕ пулчĕç.
х х х
Первомайски ял тă-рăхĕнче "Нацисен кросне" 200 ытла çын хутшăнчĕ. Чупăва вăтам шкул умĕнче йĕркелерĕç. Кĕркуннехи хĕвеллĕ кун пурин кăмăлне те кайрĕ. Çакна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Секретовпа вĕренỹ çурчĕн ертỹçи В. Чернышов та хăйсен сăмахĕнче çирĕплетрĕç. Ăмăртăва Л. Никитин, В. Никитин, В. Матюшкин судьясем йĕркелесе пычĕç. Мала тухакансене хавхалантаракансем пурри те чупакансене вăй-хăват кỹчĕ. Шкул ачисем старта йышлăн тăни савăнтарчĕ
(Хамăр корр.).
Çак кунхине икĕ çултан пуçласа 75 çула çитичченхи 700 ытла çын старта тăчĕ. Районĕпе вара 3168ăн сывă пурнăç йĕркине ырланине палăртрĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)