Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИКĕ КĂЛАВА ИКĕ КУСТĂРМАЛЛĂ "АВТОМАШИНĂПА" çУЛА ТУХНĂ

26 сентября 2015 г.

 АВĂНĂН 22-мĕшĕ чылай çыншăн нимĕнле паллă кунпа та çыхăнман темелле. Календарьте те нимĕн те çырман. Асăннă уйăхăн тăваттăмĕш ытларикунĕ вара ятарлă акципе çыхăннă-мĕн. Интернет тетелĕнче ăна "День без автомашины" тесе палăртнă. Раççейре хăйне евĕр астармăш уява 2008 çултанпа паллă тăваççĕ иккен. Тĕнчери пысăк хуласенче те самай тахçанах, вăтăр çул каяллах, акци вăхăтĕнче автомашинăсенчен анса çуран çỹренине çыраççĕ.

Ку таранччен пирĕн районта çакнашкал акцие явăçнисене илтменччĕ. Кăçал вара тăватă урапаллă автомашинăран анса иккĕллипе çула тухакан хастарсем Патăрье- лĕнче те тупăнчĕç. Аслă Чемен тата Шăхач ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем _ Гаврил Медведевпа Иван Васильев _ çак ятпа велосипед çине утланнă та хăйсен ĕçĕпе район центрне çул тытнă. Икĕ тус "хăвăрт урапапа" ("велосипед" латинла çапларах куçать) Патăрьелне пĕр сехет те 20 минутра çитнĕ. Каялла килме те тимĕр утпах çырлахнă. Кил еннелле таптарнă чухне хаваслăрах та пулнă курăнать, спортсменсем вăхăта вунă минут перекетленĕ! Çапла вара икĕ хастар акцие хутшăнса 55 çухрăм асфальлă çула хыçа хăварнă!

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика