Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕлĕкхи хастарлăх иксĕлмест

23 сентября 2015 г.

Аслă Чемен ял тăрăхне ĕçри тивĕçĕмпе уйрăм хастарсем, пултаруллă ăстасем, кăтартуллă общественниксем пирки сăмах пуçарма пĕрре мар çитнĕ. Хальхинче те вырăнти муниципалитет специалисчĕсемпе поселени ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçу пуçарсан вĕсем чăн малтанах хăйсене ырă сĕнỹ-канашпа, пархатарлă ĕçĕпе пулăшса пыракансен ушкăнĕнчен чăн малтан Василий Васильевич Бахмисов ятне асăнчĕç.

"Унăн ĕлĕкхи хастарлăхĕ иксĕлмест-ха",_ терĕç хисеплĕ ватă (ун пек калас та килмест) пирки хак парса. Калаçу çине тенĕ пекех пирĕн тĕле статья геройĕ хăй те тупăнчĕ. Яланхи сăпайлăхĕпех вăл хăй пирки уçăлса калаçма та, хыçа юлнă ĕçлĕ çулĕсене аса илме те хыпăнсах ỹкмерĕ. "Ĕçленĕ ĕнтĕ, май пур таран тăрăшнă..." _ терĕ те пĕр вăхăт тарăн шухăша кайрĕ. Çиччĕмĕш теçеткене капашакан хастарăн пурнăç тĕрленчĕкĕсем пĕрин хыççăн тепри тухса тăчĕç-тĕр...

Тури Чакăсем çеç мар, тавра ялсем те, районта ăна çывăх пĕлекенсем те Василий Васильевича яланах çын хушшинче, ĕçлĕ-лару-тăрура курма хăнăхнă. Пĕрисемшĕн вăл çывăх юлташ вырăнĕнче, теприсемшĕн хисеплĕ, аслă çын, виççĕмĕшсемшĕн ырă кăмăллă та яланах пулăшма хатĕр ĕçтеш, ентеш... Тĕрлĕ должноçра хĕрĕх çул ытла пиçĕхнĕ арçын пирки паян нумай ыррине калама пулать. Çамрăкла вĕренни çеç мар, ĕçлени те чул çинчех темелле. Çар тумне хывнă хыççăнах каччăн пултарулăхне, хастарлăхне кура чăн малтанах яш-кĕрĕмпе ĕçлеме комсомол организацийĕн секретарĕ пулма шанаççĕ. Ун хыççăнах пысăк яваплăхра пиçĕхнĕ çамрăка тата пысăкрах "лав" умне тăратаççĕ, 1975 çулта ял совечĕн председательне суйлаççĕ. Шăпах çакăн хыççăн тĕпрен илсен унăн мĕнпур ĕçĕ (çул-йĕр тунă çĕрте тата хăш-пĕр должноçрисене шута илмесĕр) ял тăрăхĕпе, вырăнти халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлессипе çыхăннă та.

_ Ял Советĕнчен пăрăнса ĕçлеймерĕм. Тăватă хутчен çак кантура Турă каялла çавăрса килчĕ. Хамăн чуна та çывăх халăхпа ĕçлесси,_ кăмăлтан пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне пилĕк ача ашшĕ. Çак тапхăртах вăл нумай хутчен ял тăрăх депутачĕ те пулнă. Ку тĕлĕшпе вăл чăнласах та шурсухал тесен те йăнăш мар.

Паян та Василий Васильевич çулне кура мар хăйĕн хастралăхне хавшатмасть. Обществăлла ĕçсене те хутшăнать, ял, район шайĕнче иртекен спорт ăмăртăвĕсенчен те айккинче юлмасть. Чăн малтанах вăл çамрăксен наставникĕ. Ун патне кирек кам та ырă сĕнỹ-канаш илме пырать.

Кил-тĕрешре те алă усса çеç лармасть вăл. 45 çул пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса пурăнакан юратнă мăшăрĕпе, Зинаида Васильевнăпа, пахчари вĕллисем патне тухсан вара чун-чĕрине пăшăрхантаркан мĕнпур шухăшĕсем сапаланаççĕ...

Сăмах май

Авăнăн 13-мĕшĕнче иртнĕ суйлавра Василий Васильевич Бахмисова Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи 9-мĕш округпа вырăнти хăйтытăмлăх депутачĕ пулма шаннă.

Вулакана пĕлме

Статья паттăрĕ пурăнакан Тури Чакă ялĕнче паянхи куна 170 хуçалăх. Вĕсенчен 40 ытла çуртра каçсерен çутă çунмасть. Тури Чакăра чи аслă çынсем: М. Ильина, П. Попов тата В. Латышов. Ялта вăтăра яхăн пĕччен ватă пурăнать.

А. ЕГОРОВА.

Автор ỹкерчĕкĕнче: Тури Чакăра пурăнакан Бахмисовсем пушă вăхăта яланах пĕрле ирттереççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика