22 августа 2015 г.
Сенкер тĕслĕ тутăрне
Парнелерĕм савнине,
Ах, савниçĕм, пит хитре,
Тĕнчере эс ман пĕрре.
Юрататăп, юрататăп,
Юрататăп эп сана.
Саншăн çеç эп пурăнатăп,
Чĕрере пĕр эс кăна.
Мĕн тери хитре эс манăн,
Хĕвел пек сан йăл куллу.
Куçусем çиçеççĕ санăн,
Юрату _ чĕре тулли.
Куç илмесĕр эс пăхатăн
Ман сенкер парне çине.
Ăшшăн-ăшшăн йăл кулатăн:
"Çав тери хитре парне."
Савнипе эпир ишетпĕр
Ярăнса кимĕ çинче.
Савăнатпăр, киленетпĕр,
Кỹлĕ шывĕ варринче.
Йывăç кимĕ чỹхенỹллĕн
Çул юхать малтан мала,
Кайăксем те илĕртỹллĕ
Шав ишеççĕ малалла.
Тỹпере хĕвел шевлийĕ,
Ах, хитре-çке ман савни.
Çут çанталăк та вăй илĕ,
Ах, хитре-çке ун кулли.
Юрату вăййи вылятпăр,
Савăнатпăр чун уçса,
Инçерен-инçе каятпăр
Ик шăпа çулне тупса!
Кĕсьере укçа пулсассăн
Юлташсем те пит нумай,
Пĕр инкек килсе тухсассăн
Тупăнмаççĕ-çке, ай-вай!
Кĕсьере укçа пĕтсессĕн
Ман çумра юлташ та çук.
Аттепе анне çеç темшĕн
Йăпатать сана ун чух.
Юлташсем нумай пулмаççĕ,
Чăн-чăнни пĕрре анчах!
Пĕр-пĕрне манса каймаççĕ,
Инкекре, куран, вăлах!
Пурнăç çулĕ питĕ йывăр,
Çак шăпа пыл-çу та мар.
Çак илемлĕ пурнăç шутăр,
Пĕр-пĕрне хисеплĕх пар.
Эпĕ йăнăшнă пулсассăн
Каçару ыйтап чунран.
Çирĕп сывлăхлă пулсассăн
Мĕн ырри, паллах, ыран!!!
Татулăх пултăр ĕмĕрне...
Улмуççисем шур чечекре,
Илем сапать ялти тавралăх.
Манмастăп эп тăван çĕре,
Эс çирĕп вăй ман пурăнмалăх.
Кỹрше-арша, ял халăхне
_ Пурне те тав туса пурнатăп.
Татулăх пултăр ĕмĕрне,
Ялан сире чунра усратăп.
Аслă Чемен. Чăваш Сашши.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)