04 июля 2015 г.
Районти шкулсенче ăсату каçĕсем иртрĕç, мĕн пурĕ 291 каччăпа хĕр алла аттестат илсе пурнăç çулĕ çине тухрĕ...
Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкултан вĕренсе тухакансем выпускниксен балне ялти культура çуртĕнче ирттерчĕç. Савăнăçлă уяв каçне хутшăннă май район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов пурнăç çулĕ çине тухнисене ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕ. Хĕрсемпе каччăсене аттестат пачĕ. Пурĕ 38 ача тивĕç пулчĕ çакна. 9-шĕ вара ылтăн медальпе хĕрлĕ тĕслĕ документ илчĕç.
Вăтам шкулăн çитĕнĕвĕсем çук мар. Республикăри вĕрентỹ учрежденийĕсем хушшинче инноваци технологисене ĕçе кĕртсе пынăран гранта тивĕçнĕ вăл. 2008, 2010 çулсенче "Районти чи лайăх шкул" ята çĕнсе илнĕ.
Г. Мезитова патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕнче вырăс чĕлхипе 95 балл, Э. Земдиханова _ 84, Г. Тазетдинова 82 балл, Р. Азизов историпе 84, А. Шарягова вырăс чĕлхипе 90, обществознанипе 84, историпе 82 балл пуçтарнă.
Шкулта вĕренекенсем темиçе çул умлă-хыçлах Раççей, республика шайĕнчи конкурссемпе олимпиадăсенче чылай малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Николай Иванович сăмахне вĕçленĕ май çамрăксен умри çулĕ çăмăл мар пуласса, анчах çитĕнекен ăру ăна чăрмавсăрах çĕнтерессе шаннине палăртрĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕ М. Айзатуллов, шкул директорĕ Г. Абейдуллова, ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ пурнăç çулĕ çине тухакансене ыр сунса сахал мар ăшă сăмах каларĕç.
Хĕрсемпе каччăсем çутă тумламсемпе тулнă куçĕсемпе чун ыратăвне сирсе тăван чĕлхипе янăракан çепĕç юрăсене шăрантарчĕç.
х х х
10 хĕрпе каччă вĕренсе тухрĕ Аслă Чементи вăтам шкултан. Хаваслă çамрăклăх вăхăчĕсем хыçа юлчĕç. Экзаменсене пурте ăнăçлă тытса алла аттестат илме тивĕç пулчĕç вĕсем.
Умра _ анлă та вăрăм çул. Тĕрлĕ шăпа кĕтет халь выпускниксене. Пултаруллă, шкул рейтингĕн, нумай-нумай конкурсăн, КВНсен, спорт ăмăртăвĕсен, республикăри ĕç бригадисен фестивалĕсен, вĕрентỹ министерстви ирттернĕ "2015 çулхи выпускниксем _ 1941 çулхи выпускниксене" конкурсăн çĕнтерỹçисем çак класра вĕреннисем. Кашнийĕ хăйĕн пултарулăхĕпе, кăмăлĕпе, вĕренỹри, спортри çитĕнĕвĕсемпе уйрăлса тăчĕç.
Л. Антоновăпа А. Кадушкин çинчен уйрăммăн палăртса хăварас килет. Икĕ хутчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕсем Артемпа Лида пĕтĕм "пиллĕк" паллăпа вĕренсе тухса ылтăн медальсене тивĕçрĕç. А. Таганова, А. Михайлова, Т. Сюзюкина та кăтартуллă вĕренекенсем пулчĕç. А. Вашуркин ăслă та анлă тавракурăмлă пулнине çирĕплетрĕ. А. Лысов та ударниксен шутĕнче. К. Иванов çирĕп кăмăлĕпе, тỹрĕ те тĕрĕс каланипе ыттисенчен уйрăлса тăрать. Д. Сергеевпа В. Кузьмин та вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пычĕç.
Сывпуллашу каçĕнче шкул директорĕ М. Медведева вĕренỹре палăрнисене, унăн çумĕ А. Семенова обществăлла ĕçсенче матуррисене, физкультурăпа вĕрентекен П. Макаров спортра çитĕнỹсем тунисене Хисеп хучĕсем парса чыс турĕç. Шкулпа сыв пуллашакансене çавăн пекех Л. Яганова, М. Никифорова та саламларĕç. Н. Кошелева класс ертỹçи тĕрлĕ номинацинче çĕнтернисене чысларĕ. Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе А. Таганова, А. Сергеева, В. Кадушкин, А. Люсова сăмах илчĕç.
Выпускниксем пурте пĕрле хĕвел тухнине кĕтсе илчĕç, салют ячĕç.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)