23 июня 2015 г.
ИНКЕК тени чылай чухне ура айĕнченех сиксе тухать. Усал ĕç патне утăм тăвасси вара кашни çынран хăйĕнчен килет. Çак пăтăрмах та Аслă Чементе шартлама хĕл кунĕсенчех пулса иртнĕ. Пĕр ĕçкĕ-çикĕ ушкăнĕнче 55 çулхи арçын тепĕр арçынпа чĕрре кĕрсе хирĕçсе, çапăçса каять. Вĕсене лăплантарас, çураçтарас тĕллевпе хĕрарăм хушшине кĕрсе тăрать, хĕрсе пыракан пуçтаха лăпланма ỹкĕтлет... Çакă килĕшмен курăнать преступника. Вăл нумай шутласа тăмасть, çĕçĕ ярса илет те хĕрарăма кăкăрĕнчен тăрăнтарать, арçынна икĕ хутчен те чикет. Йывăр сурансене пула арçын васкавлă пулăшу машини киличченех вилсе каять.
Район прокурорĕ Ю. Фуражников хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, хура ĕçпе çыхăннă арçынна РФ УКăн 105 статйин 1 пайĕпе, 111 статйин 2 пайĕпе айăплаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)