20 мая 2015 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн çуралнăскер эпĕ, куккана пачах курман. Ун пирки кукамай тата унран çамрăкрах арçынсем каласа панинчен çеç пĕлетĕп.
Аслă Чемен хĕрарăмĕ, кукамай, 90 çул тултарса вилнĕскер, мĕн çĕре кĕричченех аслă ачине, Ивана, салтакран килессе кĕтсе пурăнчĕ. Ара, хыпарсăр çухалнисем хушшинче те киле таврăнакансем тĕл пулнă çке-ха. Фанертан ăсталанă чăматанне вăл час-часах уçса Иван куккан (сăн ỹкерчĕкре) тумтирĕсене _ хитре хĕрлĕ пурçăн шарфне, кĕписене, шăлаварĕсене _ тыта-тыта пăхса йĕретчĕ.
Кукамайăн ачи йышлă пулнă: 11 çуратса саккăрăшне çитĕнтернĕ. Иван кукка _ чи асли. Вăл кил-çурт таврашĕнчи пĕр ĕçрен те ютшăнман, пулăшма тăрăшнă. Йывăç витрене тултарнă кĕпе-йĕмне пахча хыçĕнчи çырмана çума аннă, кĕвентепе валашкана йăтса пынă. Унтан та ытларах кукамай хăйне вăрçатчĕ, ỹкĕнетчĕ вăл ыйтнине тивĕçтерменшĕн. Ывăлĕ салтака кайиччен авланса хăварасшăн пулнă, анчах вăл ăна ирĕк паман.
"Хамăн та алăра чĕчĕ ачи пурччĕ, вăтантăм çав. Çавăнпа хирĕçлерĕм",_ тетчĕ. Иван ял хĕрне, Хапсур Чĕкеçне, качча илесшĕнччĕ. Салтака кайиччен ăна, 16ри ачана, пĕвĕпе çирĕпскере, ялти Упа Михали Мускава метро тунă çĕре хăйпе пĕрле ĕçлеме илсе çỹренĕ пулнă. Вăй-хал тĕлĕшĕнчен патвар та маттур пулнă çав вăл. Пачăшкă Иванĕ каласа панине халĕ те манман-ха. Çуллахи вăхăтра яш-кĕрĕмсен вăййисенче кĕрешсе кукка яланах паттăра тухатчĕ, унпа танлашакансем унран тĕлĕнетчĕç, çывăхланма тăрăшатчĕç, тетчĕ.
Салтакран ярса панă пĕр сăн ỹкерчĕк çинче виççĕн лараççĕ: Кашкăр Çитăрĕ, кукка тата Канаш районĕнчи Васильев. Хамăр ялсен шăписем пĕрешкелех, иккĕшĕ те киле таврăнайман, хыпарсăр çухалнă хучĕ килнĕ. Вĕсем Хĕвеланăç Белоруççинче Белосток районĕнчи Осовец хулинче чикĕ хĕрринче связистсем пулса хĕсметре тăнă. Иван куккан сыхланса юлнă пĕртен-пĕр çырăвĕпе те паллаштарасшăн:
"Ырă кун, ырă сехет
1940 çулхи ноябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче çыратăп. Атте-анне, йăмăксем, сире пурсăра та хĕрỹллĕ салам...
Эпĕ паян сиртен çыру илсе вуларăм, хыпарсемпе паллашрăм. Хам чиперех, сывлăх енчен те аванах. Нимĕнле улшăну та çук. Атте салтак пурнăçне лайăх чухлатăн ĕнтĕ.
Самана пĕр майлă тăрсан тата сывлăх пулсан çитес кĕркунне киле таврăнатăп. Эсир ман çинчен ан шухăшлăр. Халĕ салтакран кивĕ тумтирсемпе ăсатаççĕ. Киле таврăнсан ăна та военкомата памалла. Çакăн пек ĕнтĕ пирĕн хальхи вăхăтра телей. Çырăва илсе вуласан çак адреспах çырăр. Икĕ-виçĕ сăмах тата Марьене çырасшăн. Мĕншĕн эсĕ кăçалхи улах çинчен пĕр сăмах та çырса пĕлтермен. Çамрăксен хыпарĕсене пĕлес килет.
Манăн сăмах вĕçленсе çитрĕ. Сывă пулăр. Круня, эсĕ лайăх вĕрен. Сана учительница тăвăпăр.
Адрес çавах. Иван Петрович Фролов"
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)