16 мая 2015 г.
Çак шухăша эпир темиçе хутчен те тĕслĕхсемпе çирĕплетме пултаратпăр. Темиçе кун каялла çеç Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей спорт министерствин анлă ларăвне хутшăнни, Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко çĕршывра ГТО комплексĕсене çĕнетсе вăйлатас, çĕнĕ спорт комплексĕсем уçас тĕллевпе Чăваш Ене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартни пуш сăмах та, ытахальтен çеç калани те мар.
Юлашки çулсенче республикăра çеç мар, пирĕн районта та массăллă спорта аталантарас тĕллевпе акцисем, çăлтăрсемпе, паллă спортсменсемпе йĕркелекен ирхи хусканусем пурнăçа, йăлана кĕрсе пыни те пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе эпир те хамăрăн ял тăрăхĕнче сывă пурнăç йĕркине пропагандăласа вырăнти депутатсемпе, уйрăм хастарсемпе сывлăх кунĕсем йĕркелетпĕр. Çакнашкал мероприятисем ирттернин усси вара куç умĕнче. Кашни çулах эпир районти ял тăрăхĕсем хушшинче йĕркелекен спартакиадăсенче малти вырăнсене йышăнатпăр, ытти ăмăртусенчен те юлмастпăр.
Умра _ пирĕн тĕп хуламăрта иртекен çăмăл атлетика енĕпе Европа чемпионачĕ. Шанас килет, Чăваш çĕршывĕнчи спорт платформи çак пĕлтерĕшлĕ чемпионат хыççăн тата ытларах анлăланĕ, хăйĕн хакне ỹстерĕ.
Г. МЕДВЕДЕВ, Аслă Чемен ял тăрăх пуçлăхĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)