08 мая 2015 г.
Манăн асатте, М. Капитонов, Аслă Чемен ялĕнче 1909 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Вăрçă пуçланиччен вăл хăйĕн пурнăçне вăрман хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. 1941 çулхи августăн 3-мĕшĕнче унăн алла хĕç-пăшал тытма ят тухнă. Атте ун чухне 6 çулта çеç пулнă. "Аттене вăрçа кайма повестка парсан, анне питĕ хытă йĕчĕ. Ăна фронта килти лашапа пĕрлех илсе кайрĕç. Чĕлхесĕр янавар пирĕн питĕ лайăхчĕ", _ куççульне шăла-шăла аса илетчĕ атте.
Асатте Волхов фронтĕнче, Улатăрта йĕркеленнĕ иккĕмĕш ударлă арминче Тутарстанран, чăвашран, Мордовинчен тата ытти çĕртен пуçтарăннă салтаксемпе пĕрле фашистсене хирĕç паттăррăн кĕрешнĕ. Пĕррехинче асаттене тата икĕ çамрăка разведкăна янă, юлташĕсене нимĕçсем вĕлернĕ пирки унтан вăл пĕчченех таврăннă. Çавăн чухне вилĕме хирĕç пĕрремĕш хут тỹрреммĕнех тăнă, чĕрĕ юласса сунман çывăх çыннăм. Хамăр районти Треньел каччи пулеметчик амансан, асаттене ун вырăнне лартнă, нумай ирсĕр фашиста тĕп тунă унпа харсăр салтак.
Вăрçăра тутар поэчĕпе, Совет Союзĕн Геройĕпе Муса Джалильпе тĕл пулни çинчен каласа панине эпĕ питĕ лайăх астăватăп. (Паллă поэт чăнахах та иккĕмĕш ударлă арминче, Волхов фронтĕнче çапăçнине интернетра вуласа пĕлтĕм. -Авт.). "Çирĕм кун хушши чакмасăр тытса тăтăмăр оборонăна. Штаб Мостки ялĕ çумĕнче вырнаçнăччĕ. Кашни наступленине кĕрсе тухмассерен пирĕн ретрен юлташсен йышĕ чакни сисĕнетчĕ, çапах та эпир хăраса ỹкмерĕмĕр, кун хыççăн тăшмана курайманлăх тата та ытларах аталанса пычĕ, çапăçма вăй-хал хушăнчĕ. Пире командир кашнинех уйрăмшар задани парса тухрĕ. Эпир ăна пурнăçлама хамăра кăтартнă вырăна вырнаçтартăмăр. Ман пата пĕр палламан çын пычĕ, вăл пирĕн взводран марччĕ. Çĕр каçиччен унпа окопра пĕрле пултăм. Вăл хăйĕнпе паллаштарчĕ: "Эпĕ Оренбургри тутар, мана Муса Джалиль тесе чĕнеççĕ, пысăк çемьерен. Сăвăсем çырма юрататăп. Эпĕ шуррисемпе çапăçнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен "Коммунист" хаçатра ĕçлерĕм.
Пытарма кирлĕ мар, вăрçăра тĕрлĕ çын тĕл пулĕ. Хăшĕсем сана тĕрĕс мар çул çине тăма хушĕç, ан итле вĕсене. Нихăçан та ан ман: юлашки патрона ху валли хăвар, тăшмана чĕррĕн ан парăн", _ ăс пачĕ мана паллă поэт. Каярахпа ăна урăх пĕртте тĕл пулман асатте. Çав каç тĕлĕнмелле ăслă тата паттăр Муса Джалильпа ирчченех пĕрле пулни унăн асĕнче ĕмĕрлĕхех юлнă. Çак самант çинчен асатте час-часах шкулти тĕл пулусенче каласа паратчĕ. Вăл 1942 çулхи март уйăхĕнче тĕл пулнă.
Уйăх вĕçĕнче асаттепе юлташĕсем яла нимĕçсенчен тасатнă, анчах çĕнтерỹшĕн нумайăшĕ пуçне хунă. Асатте те йывăр аманнă. Унăн алли-урине 6 осколок лекнĕ. Вăл çавăнтах тĕшĕрĕлсе аннă, пулăшу ыйтса кăшкăрнă. 5 осколокне операци туса кăларнă, анчах пĕри юлнă. Ăна вăл мĕн виличченех йăтса çỹренĕ.
1945 çулта Зоя хĕрĕ, 1950 çулта Миша ывăлĕ çуралнă асаттепе асаннен. Ытти 4 ачи пĕчĕккĕллех вилнĕ. Сывлăхĕ çирĕпех пулман пулсан та вăл ĕçсĕр ларман. Бригада валли ут хатĕрĕсем юсанă, тратайка урапи-çуни тунă. Комбинатра вăрман кастараканни (десятник) пулса та ĕçленĕ вăл. Каярах панулми сачĕн, вăрман, пахча çимĕç хуралçинче вăй хунă. 1966 çулта асанне йывăр чире пула вилнĕ. Асатте иккĕмĕш хут мăшăрланнă, Аслă Арапуç хĕрĕпе, Н. Глуховăпа 20 çул ытла килĕштерсе пурăннă.
Вăрçăра паттăр çапăçнăшăн асатте нумай медаль илме тивĕç пулнă. Вăл 1996 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче 87 çула кайса çĕре кĕнĕ.
Çывăх çыннăм тăшмансемпе харсăррăн кĕрешнĕшĕн, Совет Союзĕн Геройĕпе, Ленин премийĕн лауреачĕпе, тĕнчипе паллă поэтпа Муса Джалильпе курнăçнăшăн, ытти пин-пин салтак-офицерпа пĕрле пире çакăн пек мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн эпĕ çав тери савăнатăп, юратнă асаттепе (вăл пире чейпе пылпа сăйламасăр кăларса ямастчĕ) мухтанатăп. Унпа тата та çывăхрах пулманшăн, вăрçă çинчен ытларах ыйтса юлманнишĕн çеç кулянатăп.
Н. КОШЕЛЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)