13 февраля 2013 г.
ПĔР-ИКĔ çул каялла Патăрьел районĕпе Улатăрсене пĕрлештерекен çĕнĕ çула хута яни экономикăна аталантарассине çеç мар, икĕ енĕн туслă çыхăнăвне çирĕплетес тĕлĕшпе те пĕлтерĕшлĕ. Çак кунсенче, акă, вăрман леш енче пурăнакан Кивĕ Эйпеçсем Аслă Чемен ял тăрăхне килсе культура çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕсен опычĕпе, спортри çитĕнÿсемпе тата ыттипе те паллашнă. Хăнасенчен те тĕслĕх илмелли çук мар. Ялти халăх театрĕн пултарулăхĕн коллективĕ паха спектакль кăтартса тĕлĕнтернĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)