Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрмене кĕме _ хапха, тухма вара тĕнĕ

11 апреля 2015 г.

АСЛĂ Чемен ялĕ çывăхĕнче пулса иртнĕ тискер ĕç пирки республика хаçачĕсенче çырнă хыççăн районта çеç мар, ытти тăрăхсенче те пăшăрханса калаçаççĕ-тĕр. Кун пирки вара аптрие михĕре тытса упрайман пекех, усал хыпара çăварлăхласа тăраймăн. Ĕç-пуçĕ йĕрке хуралĕн аллине çакланнă хыççăн пушшех те...

Вунпилĕк çулхи хĕрачана вунтăххăрти Шăнкăртам каччи тĕрлĕ çĕртен çĕçĕпе чиксе малтан вилмелле сурансем тунă, кайран йĕкĕт хĕрĕн вилнĕ ỹтне ял çумĕнчи вăрмана пытарма шутланă. Çав самантра çулпа пыракан пĕр водитель çак тискерлĕхе курнă, полицие евитленĕ... Халĕ Следстви комитечĕн Патăрьелĕнчи пайĕн ертỹçи А. Иванов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх Уголовлă кодексăн 105 статйин 1-мĕш пайĕпе (çын вĕлерни) пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчеççĕ.

Паллах, следстви çак хура ĕçе пĕтĕмпех уçăмлатма тивĕç. Çав шутра çамрăк çын çапла хăтланнин сăлтавне те. Вăл пурăнакан çурта ухтарнă май сумкăна пытарса хунă хĕрĕн тумтирне те тупнă иккен. Каччăн кĕпи юнпа вараланса пĕтни те вăл преступлени тума пултарнине çирĕплетекен витĕмлĕ тĕслĕхех темелле. Çакна та палăртса хăвармалла. Енчен те каччă преступлени туни çирĕпленсен, çирĕм çуллăхах тимĕр решетке леш енне çакланма пултарать. Тĕрмене кĕме вара хапха пулсан та унтан тухма _ тĕнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика