28 марта 2015 г.
Аслă Чементи ача садне çỹрекен çитĕнекен ăрăва çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисемпе кулленех паллаштараççĕ. Çакăн валли кунта ĕçлекен воспитательсем ятарлă кĕтес йĕркеленĕ. Унта агитаци литератури, кăтарту пособийĕсем, çул урлă каçмалли вырăн: светофор, çул-йĕр паллисем, пĕчĕк автомашинăсем пур.
А. Васильева воспитатель шкула кайма хатĕрленекен ушкăнри ачасене автобус чарăнакан вырăна экскурсине илсе тухрĕ. Маршрутпа пынă чухне вĕсем тĕл пулакан çул-йĕр правилисене аса илсе çирĕплетсе пычĕç. Альбина Витальевна çитĕнекен ăрăва автотранспорт чарăнăвĕнче хăйсене мĕнле тытмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ. Автобус çине еплерех кĕрсе лармаллине, анса юлмаллине, салонта йĕркеллĕ пулмаллине вĕрентрĕ.
Çул çỹрев пурне те килĕшрĕ.
С. МРЕЛЬКИНА, воспитатель
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)