Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КИЛĕШỹРЕ çУРАЛАТЬ ТЕЛЕЙ

07 февраля 2015 г.

 "Этем шăпи вылянчăк питĕ,

Пĕр вĕçсĕр-хĕрсĕр пăтранать.

Е çỹлелле çĕклет илемлĕн,

Е çĕрелле пĕр йĕрсĕр ывăтать."

Çак сăвă йĕркисемпе пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Аслă Чементе пурăнакан Лидия Филипповна мăшăрĕ çине ăшшăн пăхса. Вĕсем пĕрле пурăнма тытăнни 56 çитет. Л. Мулгачевапа (хĕр чухнехи хушамачĕ) В. Капитонов пĕр çемье çулĕпе утма пуçланă чухне 22 тата 24 çулсенче пулнă. 1959 çулхи февраль уйăхĕнче чăваш йăли-йĕркипе туй тунă.

_ Лидия Филипповнăпа Василий Михайлович, эсир çур ĕмĕр ытла пĕрле пурăнатăр. 5 ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăлартăр. Çемье телейĕ мĕнре-ши? _ Эпир мăшăрланни 56 çул çитет. Икĕ çын, мăшăр, пурнăçри ыйтусене, хутшăнусене пĕрле татса памалла. Пĕр-пĕрин шухăшĕсене итлени, сума суни _ акă çемье телейĕ. Мăшăрăн çемьере кăна мар, ял хушшинче те хисеплĕ, ырă кăмăллă пулмалла.

_ Сирĕн пĕр-пĕринчен уйрăлма шухăшланă, йывăр вăхăтсем пулнă-и?

_ Йывăрлăхĕсем çителĕклех пулнă. Анчах иккĕн пĕр сăмахра пурăннăран эпир вĕсене парăнтарсах пынă. Çавна май уйрăласси пирки пĕрре те шухăшламан. Уйрăлни, çемьене салатни нихăçан та ырри патне илсе пымасть, тесе шухăшлатпăр эпир.

_ Пурнăçăн тĕллевĕ çук пек туйăннă чухне мĕн тумалла?

_ Пурнăçра тĕллев çук тесе нихăçан та шухăшламалла мар. Чунра йывăр вăхăтра савăнăçлă пулăмсене аса илмелле, çынпа хутшăнмалла. Çавăн пекех Турра кĕл тумалла, шанмалла.

_ Чăваш Республикин ЗАГС уйрăмĕ ирттернĕ ыйтăм тăрăх, чылай чухне çемье уйрăласси хĕрарăм шухăшĕпе пулать.

_ Çемьере чашăк-кашăк шăкăртатасси те, пĕр-пĕрне ăнланман вăхăтсем те пулаççĕ. Çавсене чăтса ирттерсе яма пĕлмелле. Хĕрарăм _ пурнăç пуçламăшĕ, çемье ăшши, çути, тыткăчи _ çакăн пирки манмалла мар. Çавăнпа та этемлĕхĕн черчен пайне хисеплемелле, алă çĕклемелле мар.

_ Çемьене пĕрремĕш вырăна хуракан, ачисене тимлĕх уйăракан арçын хисепе тивĕçлĕ, тесе шухăшлатăп...

_ Тĕрĕсех. Пирĕн çемьере яланах ашшĕ тĕп вырăнта пулнă. Ачасене тĕрĕс воспитани парса ỹстересси, уйрăмах вĕсене вĕрентсе çын тăвасси _ мăшăрăн тĕп тĕллевĕ пулнă. Эпир хамăр пурнăç парнеленĕ пур пепкене те çĕр-шыва юрăхлă тăвас тесе тăрăшрăмăр.

_ Сирĕн пурнăçăрти хăш самант яланлăхах асра юлнă?

_ Иртсе кайнă кун-çулăн кашни кунĕ пирĕншĕн хаклă. Çапах та ачасем пĕрин хыççăн тепри аслă пĕлỹ илнине çирĕплетекен документа илсе килсе кăтартни _ ĕмĕрлĕх асра юлнă кунсем.

_ Çамрăксем хушшинче уйрăлакансем нумайланса пыраççĕ. Эсир тин çемье çавăрнă мăшăра мĕнле сĕнỹ панă пулăттăр?

_ Пĕр-пĕрне хисеплĕр, юратăр, шанăр. Пуррине _ пĕрле, çуккине çурмалла уйăрăр. Йывăрлăхсенче те, çитĕнỹсенче те пĕрле пулăр. Урамрине _ киле, çуртрине тула илсе ан тухăр.

_ Сирĕн çемьере уйрăм йăла-йĕрке пур-и? _ Ыттисенчен уйрăмраххи пирĕн нимех те çук. Анчах эпир ачасемпе яланах пĕр-пĕрне пулăшса туслă пурăнма тăрăшатпăр. Савăнăçа та, хуйха та çурмалла пайлатпăр.

Е. НИКИТИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика