11 февраля 2015 г.
АСЛĂ ЧЕМЕН.
Вĕренекенсене, çамрăксене, аслисене йĕлтĕр спортне анлăн явăçтарас тĕллевпе ял тăрăхĕн территорийĕнче "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2015" массăллă чупу иртрĕ. Вăтам шкулти физкультура учителĕ П. Макаров, ял тăрăхĕн специалисчĕ Н. Кузнецова, спорт ветеранĕ В. Бахмисов сывлăх, ăнăçу, ырă кăмăл суннă хыççăн шăпах 12 сехетре тĕрлĕ шайри ертỹçĕсем ăмăртăва пуçларĕç. Унтан йĕлтĕр йĕрне ача сачĕн воспитанникĕсем, кĕçĕн, вăтам, аслă классен вĕренекенĕсем йышăнчĕç. Ăмăртакансене пăхма питĕ кăмăллă пулчĕ.
Чупура чи хастар депутат округĕ _ депутачĕ С. Вахмистров, иккĕмĕш, чи лайăх спорт организацийĕ _ ача сачĕн коллективĕпе библиотека, чи ватă хутшăнакан _ 68 çулхи Л. Медведева, чи çамрăкки вара 4ри В. Медведева пулчĕç. С. Кудряшовапа Е. Дубинина медицина ĕçченĕсем те халăх хушшине тухрĕç. Çак кун 253 çын йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕ.
х х х
ИШЛĔ.
Йăлана кĕнĕ "Йĕлтĕр йĕрĕ-2015" мероприятинчен айккине юлмарĕç. Старта 112 çын тăчĕ.
Улттăри Д. Михайлова чи кĕçĕннисенчен пĕри пулчĕ. Культура ĕçченĕсем йышлăн тухнипе савăнтарчĕç. Кĕçĕн классенчен финиша чи малтан А. Задоровпа А. Краснова кĕчĕç. Вăтаммисенчен М. Ерофеев, В. Кутузова, О. Краснов, Л. Иванова кăтартуллă пулчĕç.
Çĕнтерỹçĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Юркина грамотăсемпе чысларĕ.
х х х
ТУТАР СĂКĂТ.
Йĕлтĕр йĕрĕн уявне 240 çын тухрĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Хасяновпа шкул ертỹçи Г. Сабитова саламланă хыççăн 1-2 классенче вĕренекенсем чупăва тухрĕç. Унтан икшер класăн малалла ăмăртрĕç. Кашнийĕшĕнчех финиша малтан кĕрекенсене палăртрĕç.
Пĕрлештернĕ командăсен эстафети интереслĕ пулчĕ. Унта учительсем мала тухрĕç. Иккĕмĕш вырăнта администраци, унтан Валиуллова предприниматель команди. Тепĕр этапра спорта юратакан кашни çамрăках хутшăнма пултарчĕ. А. Валеев пĕрремĕш, Ф. Ахметов иккĕмĕш, И. Козлов виççĕмĕш вырăна тухрĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)