31 декабря 2014 г.
АСЛĂ Чементи вăтам шкулта ачасене акăлчан чĕлхин вăрттăнлăхне алла илме пулăшакан Н. Кошелева пирки çак ялта пурăнакансем те, таврарисем те лайăх пĕлеççĕ. Надежда Васильевна юратнă вĕрентекен, ял тăрăхĕнче пултаруллă депутат çеç мар, пурнăçра та пысăк хастар. Вăл час-часах хăйĕн пуçарулăхĕпе тĕрлĕрен обществăлла ĕçе, мероприятине, конкурса хутшăнать. Çак кунсенче тĕп хуламăрти Патшалăх электрон архивĕнче "Фотообъективри Чăваш культури" темăпа сăн ỹкерчĕксен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Культура çулталăкĕпе çыхăннă пысăк тупăшăва пирĕн районтан Надежда хутшăннă çеç мар, малти вырăнсенчен пĕрне çĕнсе илме те пултанă, унăн творчествине виççĕмĕш вырăна хурса хакланă. 33 конкурсантăн виççĕр ытла сăн ỹкерчĕкĕ хушшинче унăн ĕçне çапла пахалани пысăк çĕнтерỹ тесех каламалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)