Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх сурсан кỹлĕ çеç мар, ытти те пулать

22 ноября 2014 г.

 Аслă Чемен ял тăрăх пуçлăхĕпе Г. Медведевпа вырăнти хăй тытăмлăх "ĕнси" çинче тăракан ыйтусене хускатнă май, 487 хуçалăхлă поселенине урлă та, тăрăх та шĕкĕлчесе тухрăмăр пулас. Çăвартан тухакан сăмахĕсем вара пурте вырăнти халăхпа, унăн пурнăçĕпе, малашлăхĕпе çыхăннăскерсем. Анчах шел, калаçу пуçламăшĕнчех муниципалитет пĕрлĕхне кĕрекен Тури Чакăпа Аслă Чементе 83 çурт хупăнни шухăша ячĕ. Ултă пайĕнчен пĕринче çын пурăнмасть! Йыш сахалланса та, çулĕпе шултăраланса та пырать. Çапах та ял пуçлăхĕн хастарлăхĕ пысăк пулсан, ваттисем калашле, халăх сурнипе кỹлĕ çеç мар, ытти те тăвăнать. Чылай чухне хыснара кĕмĕл çукки çине йăвантаракан сăлтавне пăхмасăрах кун-çул таппипе тан утса пыма пулнине Гаврил Федоровичпа калаçнă вăхăтра тепĕр хут ĕнентĕм. Республикăра нумай пулмасть çеç "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" тĕнче шайĕнчи форум кĕрлесе иртсе кайнă май, чăн малтанах ял пуçлăхĕ вĕсен поселенийĕ спортри çитĕнỹсемпе кăтартуллисем хушшинче пулнине çирĕплетрĕ: чупассипе те, шывра ишессипе те, волейболла ăста выляссипе тата ыттипе те вĕсем никамран ытларах Нăрваш Шăхальсен вăйлă командинчен çеç шикленеççĕ-мĕн. Ыттисене паян пур енĕпе те çăмăллăнах парăнтарма пултараççĕ. Ял тăрăх чысне хỹтĕлекенсем хушшинче вара çамрăкки çеç мар, çулĕпе шултăраланнисем те, нумай ачаллисем те пур. Ку тĕлĕшпе вырăнти "халăх тарçисем" ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăтăшах спорт мероприятийĕсене хутшăнни те паха. В. Бахмисов, С. Вахмисов, П. Япаров, А. Фролова ячĕсене кашни ăмăртурах илтме пулать. Н. Зотовапа А. Абрамов студентсем, Е. Капитонова нумай ачаллă амăшĕ те тăтăшах команда чысне хỹтĕлеççĕ. Кăçалхи Шупашкар хулин кунĕнче те пирĕн районтан никам та мар, уйрăмах Аслă Чеменсем ăмăртусене хастар хутшăнса çĕнтерỹпе таврăнни те кăмăллă. Физкультурăпа спорт вара çынсен сывлăхне тĕреклетет кăна мар, çыннăн пурнас кун-çулне те вăрăмлатать. Çак шухăша Шупашкарта йĕркеленĕ форумра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пĕрре мар çирĕплетрĕ. Районти чылай ял тăрăхĕ Культура çулталăкне мĕнпе те пулин асра хăварма тăрăшрĕ темелле. Кун пирки калаçу пуçарсан Гаврил Федорович тỹрех хăйĕн шухăшне пĕтĕмлетрĕ: "Пирĕншĕн кашни çулах Культура çулталăкĕ..." _ терĕ кăмăллăн. Кăна, паллах, хирĕçлеме те çук. Аслă Чементи ансамбль членĕсем _ чĕрĕ музей экспоначĕсем тесен те йăнăш мар. Кирек мĕнле ĕлĕкхи уява та вĕсем шухăшласа кăларса мар, чăн-чăнах, асатте-асаннесен вăхăтĕнчи йăла-йĕркепе, тумĕ-çипуçĕпе кăтартса параççĕ. Çывхарса килекен 2015 çулти чи паллă уяв _ Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарни. Вăхăтĕнче çак тăрăхран Тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме вăрçă хирне 215 салтак тухса кайнă. Вĕсенчен 116-шĕ вара çичĕ ютра канлĕх тупнă. Паттăрсене асăнса лартнă палăка уяв тĕлне капăрлатса сăн кĕртесси, ун таврашне çеçкесемпе илемлетесси _ администрацин ĕç планĕнче малтанхи йĕркесенчех çырăннă. Ку чухне ял тăрăхĕнче пурăнакан пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ çеç тăрса юлнă. Çапах та тăван çĕр-шыв историйĕнче тарăн йĕр хăварнă вăрçă паттăрĕсен палăкне кирлĕ пек пăхса тăрасси ял тăрăхĕн тивĕçех. Вăл малашне те çаплах пулĕ. Ял тăрăхĕнче Афганистанра, Чечен Республикинче службăра тăнисем те пур. Интернационалистсене хисеп туса кăçал чиркỹ çумĕнче аллея уçнă. Кăçалхи кĕркунне кунта 30 ытла тĕп кăвак чăрăш çеç лартса хăварнă-ха. Çывăх çулсенче вара ял халăхне канма хăтлă парк уçасшăн. Ырă ĕçшĕн кар тăракансем тупăнаççех. Районти чылай ял тăрăхĕнче общество пурнăçĕшĕн кар тăракан старостăсем çук. Пур пулсан та вĕсен тивĕçне депутатсем çине тиенĕ. Аслă Чемен ял тăрăхĕнче вара халăх суйланă çак çынсем шăпах ял пуçлăхĕн сылтăм алли шутланаççĕ те. Пĕр ĕçре çеç мар, пур ĕçре те. Халăхпа çыхăнтаракан общественниксемех яла тирпей-илем кĕртме те, урамсенчи çулсене тикĕслеме те, хуçалăхран тухакан çỹп-çапа тирпейлесе ăсатма та, унсăр пуçне халăхран налук пуçтарма та ĕлкĕреççĕ. Л. Тимошкинапа В. Михайлова, Н. Абрамов старостăсем, сăмахран, хăйсен округĕнчи çула тирпейлес тесе чылай ĕç тунă. А. Семенов, П. Иванов, В. Тимошкин техникăпа пулăшнă. Тури Чакăра та çак меслетпех хăш-пĕр урамсене йĕркене кĕртнĕ. Н. Софроновпа Б. Бахмисов вак чула турттарса тăнă, ял хастарĕсем вара ăна сапаланă. Ĕлĕкхилле, нимелле ĕçлесех вăхăтлăха кĕме-тухма çул тунă темелле. Алă тытмасан аллă çул та çапла çăрăлма пултарать. Малашне администраци вĕсене хăй вăйĕпе тата тирпейлĕрех тума шухăшлать.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика