Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăлласа çỹреççĕ

27 сентября 2014 г.

 Аслă Чементи ача садĕнче ĕçлекенсемшĕн çулталăк пуçламăшĕ сентябрь уйăхĕнче пекех туйăнать. Майра вĕсем шкул çулне çитнĕ ачасен ушкăнне ăсатаççĕ. Авăнра çĕннисемпе, "вĕт уракассисемпе" ĕçлеме пуçлаççĕ. Тен, çавăнпа-тăр. Ача садне çỹрекен çитĕнекен ăру йышĕ вара ку хутĕнче те çавнашкалах юлчĕ. Çакă савăнтармаллипех савăнтарать.

_ Садике пуçласа килекенсене кунти йĕркене малтанхи кунсенче хăнăхтарма çав тери кансĕр. Ашшĕ-амăшĕнчен, аслашшĕ-асламăшĕнчен, пиччĕшĕсемпе аппăшĕсенчен кун каçа уйрăлман халиччен вĕсем. Кунта вара вăрах вăхăт пулмалла. Пурте ют тата. Ĕçченсен нумай çулхи стаж, вĕрентỹ методики вырăнлă пулни йывăрлăх кỹмеççех,_ тет А. Фролова воспитательница.

Альбина Сергеевна ача садне утма пикенни виççĕмĕш теçетке çул çинче пырать. Çак хушăра миçĕшне воспитани парса çитĕнтерме хутшăннине шутласа та пĕтереймĕн. Ялти кашни виççĕмĕш ача çывăх уншăн. Садике çỹрекен виçĕ ушкăнран пĕринче шăпах вăл ĕçленипе те çыхăннă çакă.

_ Май уйăхĕнче 14 ача садикпе сыв пуллашрĕ. Пурте шкула хатĕр вĕсем. Сас паллисене паллаççĕ, цифрăсене пĕлеççĕ, пĕчĕкрех хисепсене хушма пултараççĕ, алла ручка-кăранташ тытаяççĕ, тĕссене уйăраççĕ тата ытти те. К. Семенова, А. Тимошкин, Д. Кудряшов тата та правуртарах. Утренниксенче сăвăсене пĕр такăнмасăр шакăрттаратчĕç вĕсем,_ паллаштарать малалла хăйсен ĕçĕпе Альбина Сергеевна.

4 воспитательница садикре. В. Тарасова, А. Васильева, С. Мрелькина та чылай ĕç стажлăскерсем. Çемьери ачисене пăхнă пекех пăхаççĕ вĕсем кунта çỹрекенсене. Хăйсен çитĕннĕ ĕнтĕ. Фроловсен иккĕн ăрăва малалла тăсакансем. Сергей чăваш патшалăх университечĕн физкультура факультечĕн пиллĕкмĕш курсĕнче вĕренет. Шкулта чухнех харсăрччĕ. Республикăри олимпиадăра çĕнтерсе Раççей шайне тухнăччĕ.

Çитĕнекен ăрăва килте те ĕçе явăçтарса воспитани парассине тĕпе хураççĕ Фроловсем. Пĕр гектар çĕр пур вĕсен. Унта ĕçлеме техника çителĕклĕ. Хăйсене хĕл каçмалăх мĕн кирлине пурне те çитĕнтереççĕ.

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен, теççĕ. Çакна яланах асра тытма тăрăшать Альбина Сергеевна. Маларах вăл ĕçе хăнăхтаракан учитель пулма вĕреннĕччĕ. Кайран шухăшне улăштарса пурнăçне садикпе çыхăнтарчĕ. Кунта кирлĕ пĕлĕве вара чăваш патшалăх университетĕнче илчĕ.

Хăйсен ĕçне пилĕк пỹрнене пĕлнĕ пекех пĕлеççĕ воспитательсем. Садика çỹрекен кашни ачан иртекен кунĕ интереслĕ, хаваслă пултăр тесе тăрăшаççĕ. Календарьти паллă кунсемпе килĕшỹллĕн мероприятисем йĕркелеççĕ. Вĕсене ашшĕ-амăшне явăçтараççĕ. Ачасене çут çанталăкпа, тăван тавралăхпа паллаштарасси тĕп вырăнта. Аслăраххисене ăру историне, йăх тымарне вĕрентсе пыраççĕ. Ялти, касри паллă çынсемпе паллаштарсах тăраççĕ. Шкула, библиотекăна экскурсине тухаççĕ тата ытти те. Ĕçлес тесех ĕçленĕрен садике ачасем кăмăллăн çỹреççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика