Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Земство тухтăрĕ _ ял халăхĕн сывлăхĕшĕн

24 сентября 2014 г.

"Çынсем лайăх пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе хăйсем пурăнакан вырăн çывăхĕнчех усă курма пултарасси вăя кĕрсе пырать. "Земство тухтăрĕ" программа шайĕнче 2012-2013 çулсенче ялти сывлăх сыхлав учрежденийĕсене 181 çамрăк врача ĕçе вырнаçтарнă. Кăçал ял çĕрĕнче хальхи йышши 20 модульлĕ фельдшерпа акушер пунктне туса хута янă, вĕсене чирлĕ çынсене йышăнма тата медицина процедурисене вырнаçтарма май паракан хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтернĕ. Çакнашкал тата 40 пункт çитес икĕ çулта ĕçĕ кĕрĕ",_ тенĕччĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура.

Çак сăмахсем тỹрремĕнех пирĕн район çинчен каланăнах туйăнаççĕ. Тĕслĕх илме аякка та каймалла мар. Акă, Аслă Чементи çемье врачĕн офисне С. Ильина терапевт шăпах земство тухтăрĕ пулса килнĕ. Унтанпа икĕ çул çитет.

Сител хĕрĕ Иван Николаевичпа Лидия Романовна Васильевсен çемйинче çитĕннĕ. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ хыççăн чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче пĕлỹ пухнă. Унтан вăл интернатурăна Шупашкарти пĕр больницăра ирттернĕ. Диплом илнĕ хыççăн унтах ĕçе пуçăннă.

_ Пурнăçри çывăх юлташăма та хамăр енченех суйласа илме тỹр килчĕ. Мăшăрăм _ Пỹртлĕрен. Шăпа пỹрни алăк умнех килсе шаккарĕ пулас. Халĕ унăн ашшĕпе амăшĕ патĕнче пурăнатпăр. Пĕр хĕр çитĕнет,_ тет Светлана Ивановна. Енчен енне куллен 20-шер çухрăм çула кĕскетме тивет пулин те земство тухтăрĕ ĕçе кая юлни пулман. Чирлĕ çын йышăнăва пырать-çке, сиплевçĕрен кирлĕ канаш кĕтет. Турăран çăлăнăç ыйтнă евĕрех çакă.

Ман шухăша вуларĕ курăнать Светлана Ивановна. Йышăнăва пыракансене ытларах хăш чирсем çулăхнине палăртма тăрăшрĕ. Юлашки вăхăтра юн пусăмĕ сикекенсен йышĕ хушăннине палăртрĕ. Сахăр диабечĕпе нушаланакансем тупăнаççĕ. Онкологи чирĕ шухăша ярать. Анчах пульница тесен чылайăшĕн сехре хăпать мар-и. Вырăнта анализсем пама май çукран уншăн район больницинех çитмелле. Ватлăх та канăçсăрлантарать. Юрать ку енĕпе шурă халатлисем ỹркенсе тăмаççĕ. Çỹрейменнисен кăмăлне шута илсе Турханти сиплев учрежденийĕнчен автомашина ыйтса илеççĕ, йышăнăва кирлĕ çĕре кĕрсе тухма пулăшаççĕ.

Çемье врачĕн офисĕнче паракан пулăшусем те савăнтараççĕ. Кунта халĕ куç пусăмне виçме, кардиограмма тутарма тата ыттисене тухма та пулать. Выртса сипленмелле пулсан Первомайскине вырнаçтараççĕ.

_ Чирсем çамрăкланса пынине те пытарма кирлĕ мар. Çулсем хушăнни те сывлăх çине витĕм кỹретех. Çавăнпа врачсен хушăвне пурнăçласа пыма тăрăшмалла. Флюорографи тухассине, мазок парассине манмалла мар,_ тет Светлана Ивановна.

Йышăнусемсĕр пуçне вăл Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин участникĕсем патне, çỹрейментереххисем патне килĕсене тухса çỹрет. Сиплевçĕне пăшăрхантараканни пур. Ял халăхĕ лайăх çанталăкпа туллин усă курса килти, пахчари юлнă кĕрхи ĕçсене пурнăçлама тăрăшать. Пĕлĕтрен татăлса анас пек тăкса çумăр çунă вăхăтра тин пульницана утать. Ал-ура сурни те, чĕре ыратни те, пуç çаврăнни те ĕç тиевĕпе çыхăннине пĕртте шута хумасть.

Врач пулăшăвĕ ытларах чухне аслисене кирлĕ. Çавăнпа та профилактика ĕçне те мала хума тăрăшаççĕ: калаçусем пуçараççĕ, тĕрлĕ брошюра пичетлесех тăраççĕ. Халăх медицинипе те хăш чухне усă курсан юрать. Хамăр сывлăхшăн хамăр тăрăшмалла мар-и-ха?

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика