Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АСЛĂ ЧЕМЕНСЕМ _ ЧĂВАШЛĂХА УПРАКАНСЕМ

16 августа 2014 г.

 Пирĕн районта хамăрăн халăхăмăрăн йăли-йĕркине, чĕлхине, унпа пĕрлех йăх-несĕлĕмĕрсен ламран-лама куçакан чи пысăк пуянлăхне - культурине _ упракансенчен пĕрисем Аслă Чеменсем тесе çирĕплетес килет. Хальхи вăхăтра Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ 15 - 20 çынран тăракан фольклор ушкăнĕнчи аннесемпе асаннесем, кукамайсем шăпах чăн-чăн чăвашлăх туйăмлĕ хастарсем.

Акатуйра, район кунĕнче е ытти пысăк мероприятисенче çеç мар, Республика кунĕнче те хамăрăн халăхăмăрăн ĕлĕкхи çи-пуçне, ака-суха туса пурăнакан чăвашсен йăли-йĕркине мĕнле пур, çавăн пек кăтартакансем шăпах вăрман тăрăхĕнчи çак çынсем. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш наци телевиденийĕн корреспонденчĕсем те час-часах никам патне те мар, вĕсен еннелле çул хываççĕ. Çак кунсенче те тележурналистсем "Ылтăн çỹпçерен" передачăна калăплама Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çак яла çитнĕ.

Ку чухнехи пурнăç ырлăхĕпе киленекен хальхи ăрушăн алăпа тырă вырса тăпачăпа çапни, ăна алăпа алласа сăвăрни, çи-пуçа питĕрес тĕллевпе ятарлă станокпа пир тĕртни е çип арлани, е тата ытти те юмахри евĕр кадрсем çеç темелле. Чылай килте ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсем упранса та юлман, вĕсене музейра е уйрăм хастарсен "ылтăн çỹпçинче" çеç курма е тупма пулать. Аслă Чеменсем ку тĕлĕшпе перекетлĕ те, тирпейлĕ те тесе хаклас килет. Кунти ял халăхĕ _ хăй чĕрĕ музей. Авалхи çи-пуçпа ĕç хатĕрĕсене, юр-вар савăт-сапине паянхи кунчченех типтерлĕ те перекетлĕ тытни _ чăвашлăха упраниех, унăн ĕмĕрне малалла тăсниех. Хальхинче те вĕсем журналистсене тепĕр виçĕ çултан тăххăрмĕш теçетке тултаракан Нина Михайловна Мулгачева килĕнче урапапа сỹс, çăм арланине те кăтартса панă, аллисене çурла тытса тырă вырнине те чăнласах аса илнĕ... Хăш-пĕр кадрсене эсир шăпах çак ỹкерчĕксенче курма пултаратăр.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика