Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ят çичĕ сыпăка çитет

05 июля 2014 г.

Кашни çыннăн пурнăçĕ пирки ним те мар роман çырма май пур. Пĕрисен вăл çỹхерех те содержани тĕлĕшĕнчен чухăнрах пулĕ, теприсенне вара нумайăшĕ кăсăклансах вулĕç. Аслă Чементе пурăнакан В. Капитонов кун-çулне сăнлакан кĕнеке те интереслĕ пулмалла. Çитес çул 80 çул тултараканăн шăпи çип çапнă пек тикĕс шунă тесе калаймăн. Хăйĕн пирки сăмах пуçласанах: "Эпир мĕн-мĕн курнине пирĕн мăнуксем те, вĕсен ачисем те, тата ыттисем те ан курччăр", _ терĕ.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине пула миçен ачалăх мĕн иккенне пĕлмесĕрех юлнă-ши? Кун пек кăтартăва ниçта та шута илмен, никам та калаймасть. Фашистсем Совет Союзĕ çине тапăнса кĕрсен йĕкерен çỹлĕрех хĕр ачасемпе пуртă авринчен пысăкрах арçын ачасем 2-3 кун хушшинче ỹссе кайнă. Мирлĕ пурнăç пуçлансан та вăрçă ачисен нуши-терчĕ пĕтмен. Вăй питти арсем çапăçу хирне выртса юлнăран йывăрлăхсем татах мăйăх шăтма кăна пуçланă каччăсемпе çамрăк пикесен ĕнсисем çине тиеннĕ. Василий Михайлович шăпах вăрçă умĕн, 1935 çулта, çуралнăран терт-нушине çителĕклех курнă. Лаша çуккипе вăкăр кỹлсе Улатăр районне кантăр леçме кайнине, вăрманта йывăçсене алăпа каснине, çирĕпленсе те çитеймен шăм-шакĕ çĕрĕпе сурнине паянхи пекех ас тăвать. Нăйкăшман, ыратнине те çынна систермен. Шăла çыртнă та чăтнă. Кĕлте турттарни, пысăк çĕклеме çỹлелле ывăта-ывăта пани, капан тăрринче тăраканни хăш чух каялла пăрахни пирки те Василий Михайлович час-часах тĕлленет. Вăранса кайсан чăн марришĕн, халь лăпкă пурнăçпа пурăннишĕн савăнать.

_ Пĕр вăхăтра колхозра коксагыз ỹстеретчĕç. Унăн тымарне Канаша çити леçме каяттăмăр. Йышăнаканни питĕ тиркетчĕ, илместчĕ. Каялла тулли лавпа каяс килмест вĕт, ирĕксĕрех çывăхри кỹлĕ хĕрне кайса çĕнĕрен çăваттăмăр, типиччен кĕтсе лараттăмăр. Кайран тин парса хăвараттăмăр, _ аса илет ĕç ветеранĕ.

Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă хыççăн В. Капитонов ют тăрăхра телей шырас темен, Аслă Чеменех таврăннă. Ĕнерхи салтак колхозăн тимрĕç лаççинче тăрăшма пуçланă. Чĕмпĕртен куçса килнĕ И. Семенов тимрĕç каччăна хăй ĕмĕр тăршшĕпе пухнă ăсталăха алла илме пулăшнă. Каярах, 3 ача ашшĕ пулнă хыççăн, Василий Михайлович Шупашкарти вĕрентỹ комбинатĕнчен хăй суйласа илнĕ профессине тата сварщика, газосварщика вĕреннине çирĕплетекен диплом илнĕ. Сунтал умĕнче арçын 40 çула яхăн тăнă. Шăхач, Пашьел, Чемен ялĕсене пĕрлештерсе тăракан "Путь к коммунизму" колхозăн кăкарса çỹремелли ял хуçалăх машинисене юсанă, сỹре шăлĕсене ăсталанă, пăрлă çул çинче шуса ỹксе айăпланасран лашасене таканланă. Ял халăхне те Василий Михайлович нумай пулăшнă. Масар çинчи тимĕр хĕрессенчен, чартаксенчен чылайăшне Василий Михайлович ăсталанă. 1960-мĕш çулсенче пуçланă сăваплă ĕçе тума халь те, кам та пулин килсе ыйтсан, хирĕçлемест.

Пушă вăхăта В. Капитонов вĕлле хурчĕсем патĕнче ирттерет. "Ылтăн" хуртсемпе интересленесси Капитоновсен йăхран-йăха куçса пырать. Василий Михайловичăн асламăшĕ утарçă пулнă. Вăл мăнукне яланах хăйĕнпе пĕрле вăрмана (утара çулла çавăнта куçарнă) илсе çỹренĕ. Пыл пуçтаракансене пăхма вĕрентнĕ.

Василий Михайлович Аслă Чемен хĕрĕпех, Лидия Филипповнăпа, пурнăç çулĕпе утать. Хисеплĕ мăшăр 5 ача çуратса ỹстернĕ, пурне те аслă пĕлỹ тата тивĕçлĕ воспитани панă. Сăмах май, Л. Капитонăвана аслă çулти "Авангард" вулаканĕсем ас тăваççĕ те пуль, унăн материалĕсем унччен час-часах кун çути куратчĕç. Амăшĕн ырă йăлине хĕрĕ, Чементи вăтам шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен Надежда Кошелева, тытса пырать. Вăл халь хаçатăн çывăх тусĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан Капитоновсен çемйи районта тухса тăракан издание çулленех çырăнать. Хак ỹсни туслăха малалла тăсма чăрмантармасть.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика