05 июля 2014 г.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 56 ялăн хавалĕ, мехелĕ, алăри пилĕк пỹрне пекех ăрасна: пĕрисем ытла та пĕр-пĕринпе хутшăнмасăр пурăнаççĕ, теприсем пĕр çемйьери пекех туслă _ пуррине те, çуккине те çурмалла уйăраççĕ, савăнăç-хуйхине те пĕрлех пайлаççĕ, виççĕмĕшĕсенче вара пурнăç вĕрет тесех калаймăн, çапах та уйрăм хастарсен вăйĕпе халăх йăли-йĕркине ламран-лама куçарас тесе самай тăрăшаççĕ. Çак сăмахсенех Аслă Чеменсем пирки те калас килет. Ял администрацине кĕрекен вăрман тăрăхĕнчи ялсенче паян ыттисемпе танлаштарсан мăрьерен тĕтĕм тухман çуртсем нумайрах пулин те вырăнти влаç çынсене паянхи пурнăç таппипе пыма хистени кăмăллă.
Пытарма кирлĕ мар, саманине кура Аслă Чемен ял тăрăхĕнче те "ĕçкĕçсен" партийĕ те, ирĕклĕ пурнăçа кăмăллакансен ушкăнĕ те, тỹрĕ пилĕклисем те пур. Ял тăрăх специалисчĕсем калашле, юлашки çулсенче кунта пурăнма куçса килекенсем уйрăмах начар йăла-йĕркепе пурăнма кăмăллаççĕ. Çемьере виçĕ-тăватă ача пуррине пăхмасăрах унта та кунта çапкаланса çỹреме, шавлă ушкăнсенче пулма пăхаççĕ. Ял тăрăх специалисчĕсем калашле, вĕсен пурнăç интересĕсене урăх еннелле пăрса яма çăмăлах мар.
Çапах та Аслă Чементе халăх хавалĕпе харăссăн пусакансем пурри паян ял илемне кỹрет тесе калас килет. Çак тăрăха килсен сайра чухне ял хастарĕпе, вăхăтĕнче тĕрлĕ органсенче ĕçлесе пиçĕхнĕ В. Бахмисовпа курнăçмасăр кайман. Хальхинче те çаплах тỹр килчĕ. Ял тăрăх депутачĕ çулне кура мар вырăнти халăха ырă енĕпе тĕслĕх кăтартас тесе чылай тăрăшать. Çитмĕл çула çывхаракан шур сухал (ун пек каласах та килмест те) çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, вĕсене ырă тĕслĕхпе хавхалантарас тесе сахал мар тимлет. Çак тĕллевпе вăл администрацинче иртекен пĕр спорт ăмăртăвĕнчен те юлмасть, культура мероприятийĕсенче те пуçарулăх кăтартать, общество пурнăçĕнче те айккинче тăмасть. Чи пахи _ никам хистенипе те мар, хăйĕн ирĕкĕпе, чун туртнипе.
Юратнă ĕçре кăмăлĕсене çĕклекенсем ялта татах та пур. Район акатуйĕнче Аслă Чеменсен çуртĕнче ĕлĕкхи çи-пуçлă кинемейсем чăвашсен авалхи ĕç-хатĕрĕсемпе епле усă курнине кăтартакан сюжетсене пурте асăрханă-тăр. Мĕн кăна çук-ши вĕсен тĕпелĕнче: ал арманĕ, çăм арламалли урапа, арланă çиппине хатĕрлекен çунат... Пурин те хăйсен авторĕсем пур. Р. Зотова, сăмахран, хăй аллипе пир кĕпесем, Г. Едриванова саппунĕсене çĕлесе панă, Е. Михайлова кашнийĕнчех хăйĕн ал арманĕпе авăртса пĕçернĕ тулă пăттипе, Е. Вахмистрова вара кăпăклă сăрапа сăйлаççĕ. Сăмах май каласан, Аслă Чеменсен фольклор ушкăнĕ кăçалхи Республика кунне те хастар хутшăннă, унти хăнасене хăйсен кучченеçĕсене самаях тутантарнă. Патăрьелсен симпыл тутиллĕ сăрине вара никам та тĕртсе яман, пурте куркине шалттиех тунă!
Ку чухне ялсенче çăпата хатĕрлеме пĕлекен ăста юлман та пулĕ. Ансамбле çỹрекен 75 çулхи Борис Николаевич Сюзюкин вара Республика кунĕнче те ыттисене хăйĕн ăста-лăхне вĕренсе пĕр мăшăр çăпата явса килнĕ. Фольклор ушкăнне çỹрекенсен урисене сырнисем те унăн парнисемех.
_ Юратнă юрă яланах çыннăн кăмăлне çĕклет. Ваттине çамрăклатать, çамрăккисене тата хавхалантарать. Пирĕн ансамбле çỹрекенсем хушшинче тĕрлĕ çулхисем пур: 37 çултан пуçласа саккăрмĕш теçеткене пуснисем таранчченех. Вĕсем паян ял хавалне, хамăрăн йăла-йĕркене тытса пыракансем. Хамăр йыша çĕнетес тĕллевпе Культура çулталăкĕнче чи-чи çамрăккисене те чăваш тумне тăхăнтартрăмăр-ха. Варварапа Катя пĕчĕк пулсан та сцена çинче хăйсене тытма хăнăхаççĕ,_ кăмăллăн каласа парать ансамбль хастарĕ Э. Медведева.
Асăннă ял тăрăхĕнче сывлăх кунĕсене пĕрле ирттересси те йăлара. Эрнере икĕ кун пуçтарăнаççĕ вĕсем ялти шкулăн спорт залне. Кăçал патшалăх шайĕнче çĕкленĕ çак ыйтăва Аслă Чеменсем маларах та пуçăннă. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакансем хушшинче каллех ваттисем те çамрăккисем те пур. Сăмахран, А. Медведевапа Е. Сюзюкина иккĕмĕш ачисемпе килте лараççĕ пулин те хăйсен вăхăтне усăллă ирттерме вăхăтне тупаççĕ. Г. Латышев пенсионер та нумай пулмасть Казахстанран куçса килсе кунта тĕпленнĕ. Хастар ял çыннишĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче, вăл та ыттисемпе танах спорт залне çỹрет. Ватăсен пулă пуçĕнчен çĕрет, текен каларăш пур. Ял тăрăх пуçлăхĕ хăйĕн çемйипе спортра лидер пулни те çапла пулма хистет-тĕр Чеменсене.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)