02 июля 2014 г.
Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ Шупашкар хулинче иртнĕ Республика кунне уявлама хутшăнчĕ. Вăл авалхи çĕр ĕçĕн йăли-йĕркине (ака туни, тырра вырса çапни, ал арманĕпе кĕрпе туни) кăтартрĕ.
Кунтах Борис Сюзюкин çăпата тăвас ăсталăхĕпе паллаштарчĕ. Тĕрлĕ облаçсенчен килнĕ хăнасем авалхи пир кĕпе тăхăннă, хушпу сырăннă, çăпата тăхăннă хĕрарăмсене курса тĕлĕнчĕç, хĕрарăмсен ушкăнĕ шăрантарнă чăваш халăх юрри-такмакĕсене тăвăллăн алă çупса пĕрле савăнчĕç. Пирĕн "артистсем" "Кăвакал чăмать-и?", "Çерем пăсса вир акрăм" чăваш халăх вăййисене кăтартрĕç, вăйă картине тăчĕç.
Чăваш культурин министрĕ Вадим Ефимов республикăри кашни район йĕркеленĕ этнокультурăллă хуçалăхсемпе паллашнă май чи малтан Патăрьелсем патне пырса уяв ячĕпе саламларĕ.
Аслă Чеменсен хальхи чăваш тумĕ тăхăннă ачасем те хăйне кура илем кỹчĕç уявра. Инди халăх çыннисем, Тверь облаçĕнчен, Тутар республикинчен, Раççейĕн тата ытти тĕрлĕ кĕтессисенчен килнĕ хăнасем Аслă Чеменсене мухтарĕç, татах та çакăн евĕрлĕ уявсене хутшăнса çынсене савăнтарса çỹреме ăнăçу та сывлăх сунчĕç. Аслă Чеменсем вара вĕсене хуçалăхра авалхи йăлапа хатĕрленĕ чăваш сăрипе хăналарĕç.
Е. КАПИТОНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)