18 июня 2014 г.
КУН пирки Аслă Чементе пурăнакан Вахмистровсем çирĕплетсех калама пултараççĕ. Утмăл çул пĕр-пĕрин чĕре таппине итлесе, вăрманăн имлĕ-симлĕ сывлăшĕпе киленсе пурăнаççĕ вĕсем. Кĕçтен тетепе Лина аппа çак сахал мар тапхăрта хурине те, шуррине те пĕрле пайланă, килĕшỹллĕ пурăнса çичĕ ачине тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕ. Ялти хисеплĕ ватăсене пурте ырă енĕпе çеç пĕлеççĕ. Çемье пуçлăхĕ, Константин Никонович, вăхăтĕнче районти чи лайăх та пултаруллă конюх ята та çĕнсе илнĕ, Лина Дмитриевна вара йышлă пепке çитĕнтернипе пĕрлех колхозра ырми-канми тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă. Хальхи вăхăтра вĕсемпе ачисем çеç мар, мăнукĕсем те мăнаçланаççĕ, мухтанаççĕ, ырă çулĕпе кайма тăрăшаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)