31 мая 2014 г.
2002 çултанпа вĕренỹре, тĕпчевре, пултарулăхра, производство ĕçĕ-хĕлĕнче, ертсе пырас, бизнес-проектсем хатĕрлес енĕпе пысăк çитĕнỹсем тăвакан 1000 çамрăк çулсерен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илсе тăрать. Кăçал çак чыса тивĕçнисем пирĕн районтан 25-ĕн, вĕсенчен 18-шĕ _ шкул ачисем.
Пултаруллă та яваплă, тăрăшуллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксем Аслă Чементи вăтам шкулта та сахал мар. 2008 çулта сумлă стипендие пĕрремĕш хут А. Медведева илчĕ. Паяна стипендиатсен шучĕ 19 çитрĕ. Кăçал кăна çак "çара" тăваттăн _ Л. Антонова, Е. Зотова, Е. Семенова, К. Иванова _ хутшăнчĕç. Пурте вĕсем вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пынисĕр пуçне ăс-тăнпа, çаврăнăçулăхпа ашшĕ-амăшне савăнтараççĕ.
С. Антонова 10 класра вĕренет. Лиза спортра пысăк çитĕнỹсем тăвать. Районти спорт мероприятийĕсенче мала тухать. Кăçал вара республикăра та призерсен ретне кĕчĕ. Районта йĕлтĕрпе чи хăвăрт ярăнаканнисенчен те пĕри вăл. Унăн тăрăшулăхне пулах шкул команди темиçе хутчен малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Хĕр пушă чухне сăн ỹкерчĕксем ỹкерме кăмăллать. Унăн ĕçне районти тата республикăри конкурссенче пысăк хак панă.
Е. Зотован та интересĕсем тĕрлĕ енлĕ. Вăл ỹкерме, алă ĕçĕ тума юратать. Катя спортра та хастар. Çуран, йĕлтĕрпе чупса, хĕллехи полиатлонта _ район призерĕ. Тĕрлĕ шайри конкурсра мала тухнишĕн панă дипломсемпе грамотăсен шучĕ те çук. Вырăс тата акăлчан чĕлхисемпе дистанци олимпиадисенче çĕнтернишĕн панисем уйрăмах нумай. Пушă вăхăтра Катя сăвăсем çырать. Пысăк çитĕнỹсемшĕн 2012 çулта вăл Мускаври Кремль елкинче пулса курчĕ.
11 класра ăс пухакан Е. Семенова уроксене çав тери тĕплĕ хатĕрленет. Биологи, экологи, хими предмечĕсене килĕштерет, вĕсемпех олимпиадăсене хутшăнса çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçет. Класс ертỹçин пĕрремĕш пулăшуçи вăл. Çав тери яваплă та тăрăшуллă хĕр ача. Республикăри "И. Яковлев _ чăвашсен паллă çутта кăлараканĕ", "Манăн професси _ манăн пуласлăх" конкурссенче 2-мĕш тухрĕ. Лена тỹрĕ кăмăллă тата сăпайлă хĕр.
К. Иванова 9-мĕш класа кăна çỹрет, апла пулин те унăн портфолио грамотăсенчен пуян. Технологипе, православи культурипе, МХК (мировая художественная культура) предмечĕсемпе районта, республикăра иртнĕ конкурссенче лайăх кăтартусемпе палăрчĕ. Сăвăсене пăхмасăр пысăк туйăмпа калать. Кристина пĕтĕм тĕнчери акăлчанла сăвă калакансен конкурсĕнче çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕ. Çак предметпах "Вĕрентекенпе интервью" видеороликсен ăмăртăвĕнче Е. Дубинина тусĕпе пĕрле 3-мĕш тухрĕ.
Стипендие тивĕçнĕ хĕрсем пурте "Ассорти" ташă кружокне çỹреççĕ. Ялти, шкулти пĕр концерт та вĕсемсĕр иртмест.
Н. КОШЕЛЕВА. Аслă Чемен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)