Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУçЛĂХ ЯЛ ХАЛĂХĕПЕ КАНАШЛАТЬ

12 апреля 2014 г.

 Юн кун, апрелĕн 9-мĕшĕнче район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи граждансемпе тĕл пулнă. Пухăва ял пуçлăхĕ Гаврил Медведев, Аслă Чементи вăтам шкул директорĕ Марина Медведева, ял тăрăхĕнчи организаци, учреждени ертỹçисем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕн депутачĕсем хутшăннă.

Тĕл пулура Николай Иванович районăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе, çитĕнỹсемпе, малашлăх плансемпе паллаштарнă. Граждансем пухура паян хăйсене пăшăрхантаракан чылай ыйтăва хускатнă. Вăл шутра вăрмана сыхласа хăварасси, çулсене пăхса, тирпейлесе тăрасси, сĕт тата ытти ял хуçалăх продукчĕсен хакĕсем пĕр тикĕс тăманни тата ытти те.

Аслă Чемен ял тăрăхĕнче 455 хушма хуçалăх шутланать. Ялсенче тĕтĕм тухман мăрьесем хушăнсах пыраççĕ пулин те тăрăхра 1200 çын пурăнать. Вăл шутра 18 çул тултарман ачасем 231ĕн.

Ял тăрăхĕ хăйсен хыснине пуянлатас, çав вăхăтрах вырăнти халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе сахал мар тимлет. Иртнĕ çул та поселени тупăш пайне 100,7 процент пурнăçланă. Аслă Чеменсем те укçа-тенке ытларах çул-йĕре юсама янă. Урамсене çутăпа тивĕçтерме кăна çулталăкра 73 пин тенкĕ расхутланă.

Муниципалитет халăх пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕрен программăсене "пая" кĕме те тăрăшать. Сăмахран, иртнĕ çул "Пурăнмалли çурт-йĕр" программăпа килĕшỹллĕн çамрăк çемьесене çур миллиона яхăн субсидипе тивĕçтернĕ.Ял тăрăхĕнчи чылай çĕр ĕçченĕ килти хушма хуçалăха аталантарма тăрăшать. Поселенинче пурăнакансем сăвăнакан 273 ĕне усраççĕ. Сысна, сурăхпа качака тытакансем пайтах. Пĕлтĕр вĕсем 165 тонна аш-какай, 1,5 пин тонна сĕт туса илнĕ.

Ял тăрăхĕнчи икĕ ялта 350 яхăн пенсионер. Виçĕ пайĕнчен пĕри тесен те йăнăш пулмĕ. 2007 çултанпа районта 1900 çемье амăшĕн капиталне усă курнă. Вăрман енчи ял тăрăхĕнче _ хĕрĕх çемье.

Сăмах май каласан ыран, апрелĕн13-мĕшĕнче, çак ял тăрăхĕнчи пĕр мандатлă 6-мĕш суйлав округĕнче вырăнти ял тăрăх депутатне суйлассипе хушма суйлав иртет.

А. НИКОЛАЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика