16 апреля 2014 г.
Ака уйăхĕн 23-мĕшĕ _ акăлчан чĕлхи кунĕ. Пĕрремĕш хут ăна 2010 çулта паллă тунă. Акăлчансен чаплă поэчĕ, çыравçи тата драматургĕ В. Шекспир çуралнă кунĕпе çыхăнтараççĕ ăна. 5 поэма, 10 хроника, 11 трагеди, 17 комеди тата 154 сонет авторĕ. Вильям Шекспир çырнă "Ромеопа Джульетта", "Отелло", "Гамлет", "Лир король", "Ашкăнчăк инкесем" тата ытти нумай произведенисене илтмен çын сахал пулĕ.
Акăлчан чĕлхи _ Аслă Британире, АПШра, Нацисен пĕрлĕхне кĕрекен çĕр-шывсенчи тата Британин ĕлĕкхи колонийĕсенче патшалăх чĕлхи пулакан Анăç Германи чĕлхи. Вăл халĕ тĕнчери чи калаçакан чĕлхесенчен виççĕмĕшĕ (Китай, Испани хыççăн) _ 380 миллиона яхăн çыншăн тăван шутланать. Планета çинчи миллиард ытла çын ăна калаçура усă курать. Нацисен Пĕрлештернĕ Организацийĕн календарĕнче 6 куна _ 6 официаллă чĕлхене халалласа _ уйăрнă. Вĕсенчен пĕри _ акăлчан чĕлхи кунĕ. Ăна шкулсенче, тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕнче анлă паллă тăваççĕ. Тĕлĕнмелле илемлĕ те кăсăклă чĕлхе вăл. Вулакансене хăш-пĕр фактсемпе паллаштарам-ха. Тĕнчери ытти чĕлхесемпе танлаштарсан, чи нумай сăмах акăлчан чĕлхинче. Синонимсемпе те чи пуянни шутланать. Чи вăрăм сăмах 1909 саспаллирен тăрать. Чи анлă усă куракан саспалли "е", сайра усă кураканни вара "д".
Ытти ют чĕлхесем пекех ăна кĕçĕн классенче вĕренекенсем уйрăмах çăмăл та хăвăрт вĕренеççĕ. Вĕсен чĕлхе чăрмавĕ, йăнăшсенчен хăрасси çук. Аслисем çинчен çакна калаймăн. Л. Выготский, С. Рубинштейн, Б. Уайт тата ытти паллă психологсем иртнĕ ĕмĕр варринчех ют чĕлхене кĕçĕн ача çăмăлрах вĕреннине палăртнă. Чи эффективлă мел _ вăйăпа вĕрентни. Тĕрлĕ ỹкерчĕкпе, мимикăпа, жестпа, юрă-сăвăпа, комикспа, юмахри сăнарсемпе усă курни çăмăл ас туса юлма пулăшать. Вĕсене ирĕксĕрлесе мар, кăсăклантарса вĕрентни пысăк вырăн йышăнать. Шел пулин те, хăш-пĕр çемьере ачана ют чĕлхене вĕрентессине шкул çине çеç шанаççĕ, хăйсем вĕренменнине, манса кайнине, вăхăт çуккине сăлтавлаççĕ. Çав вăхăтрах ывăл-хĕрĕпе мĕн пĕчĕкрен пĕрле вĕренсе пыма вăхăт тупнисем пурри савăнтарать. Ача ỹснĕçем ют чĕлхепе сахалрах кăсăкланма тытăнать, аслă классенче ăна вĕренес текенсене пỹрнепе шутлама пулать. Халĕ лавккасенче те ют чĕлхене алла илес текенсем валли темĕн те сутаççĕ, интернетра та усăлли тупма пулать. Ан ỹркен çеç. Акăлчан чĕлхи, ыттисем пекех, куллен вĕренсе пымасан, манăçать. Ăна тĕпе хурса нумай сăмах пĕлмелле, ытларах калаçма тăрăшмалла, киносем, мультфильмсем пăхмалла, калаçнине итлемелле.
Шкулта вăл йывăр предметсенчен пĕри шутланса тăрать. Чи кирли _ ют чĕлхене вĕренес килнине туйни тата ăна çанă тавăрсах алла илни. Темиçе çултан ăна ППЭ тытмалли предметсен йышне кĕртме палăртнă. "Пĕр чĕлхе пĕлни пĕр ăс, икĕ чĕлхе пĕлни икĕ ăс", тенĕ. Урăхла каласан, мĕн чухлĕ ытларах пĕлетĕн, çавăн чухлĕ тăнлăрах пулатăн. Ф. Энгельс 20 чĕлхе, В. Ленин 11 чĕлхе пĕлнĕ. Чăвашран тухнă паллă ученăй Н. Бичурин чăваш чĕлхисĕр пуçне грек, латынь, франци, китай, вырăс чĕлхисене аван чухланă. В. Егоров профессор _ 31 чĕлхепе калаçакан чăваш тĕпчевçи. И. Яковлев та, тăван халăха çутта кăлараканскер, питĕ ăслă, тавçăруллă, нумай чĕлхе пĕлекен çын пулнă. Вырăспа акăлчанран килнĕ сăмахсем çав тери нумай. 19 ĕмĕр тăршшĕпех вĕсем техника, спорт, йăла тата ытти сферăсенчен кĕрсе çирĕпленсе ларнă: лидер, митинг, лифт, коттедж, пудинг, спорт, финиш тата ытти те. Ют чĕлхене пĕлмесен, аван мар лару-тăрăва кĕрсе ỹкме пулать. Акă, тĕслĕхрен, хăш-пĕр çынсем тум-тирĕ çинче мĕн çырнине шута илмесĕрех туянни паллă. Лавккара, пасарти сутуçăсем те калаймĕç çакна. "Япăх кăмăллă çын", "çап мана", "чуп ту", "шуйттан", "эпĕ вилнĕ", "тасал кунтан" тесе çырнă тум-тирсем тăхăнни модăпа килĕшỹллĕн пулнине, самана таппипе тан утнине пĕлтереççĕ-шим! Пĕлнĕ-пĕлмен сăмахсемпе капăрлатнă тума илсе тăхăниччен ăс-хакăл шайне ỹстересчĕ, ют чĕлхене тĕшмĕртесчĕ. Ун пек тумтире иличчен интернета кĕрсе сăмахсен пĕлтерĕшне пăхса илесчĕ. Шкулта хăш-пĕр ачасем "Пире ют чĕлхе мĕн тума кирлĕ?" тени, чăнахах та кăмăла хуçать. Акăлчан чĕлхи вăл _ пĕтĕм тĕнчери калаçмалли чĕлхе. Телевизор пăхатăн та тĕлĕнетĕн, Франци, Швеци, Словаки, Норвеги тата ытти нумай спортсмен акăлчанла çăмăллăнах калаçать. Пьедестал çинче те вĕсем çак чĕлхепе калаçни куç кĕрет. Акăлчан _ бизнес чĕлхи. Пĕтĕм тĕнчери рынока тухма ăна пĕлмеллех. Пысăк тупăшусем, семинарсем, конференцисем, тĕл пулусем çак чĕлхепе иртеççĕ. Интернетри чи кирлĕ информацисене те унпа çыраççĕ. Эмелсен, техникăн инструкцийĕсем те акăлчанла. Чи кирли, паллах, чĕлхене пĕлни ăнăçлă карьера тума пулăшать. Ĕçе вырнаçнă чухне те ыйтаççĕ çакна.
Акăлчанла ирĕккĕн калаçни пысăк предприятисене, офиссене, ют компанисене ĕçе вырнаçма, тĕллеве 40 процент таран ỹстерме май парать. Мĕнле профессисене кирлĕ-ха акăлчан чĕлхи? Куçаруçăна, вĕрентекене, дипломата, журналиста, ученăя, стюардессăна, такси-автобус водительне, дизайнера, артиста, пилота, бухгалтера, врача, сутуçăна, артиста... Шкул сакки çинче ачасем чĕлхене хисеплемеççĕ. Кайран интенсивлă курссене, репетиторсем патне тарăнрах вĕренме çỹреççĕ, сахал мар укçа тăкаççĕ. Нумайăшĕ ют çĕр-шыва кайса унăн культурипе, йăли-йĕркипе паллашма ĕмĕт-ленет.
Культура çулĕнче Британипе Раççейре культурăна пуянлатас тĕллевпе 500 ытла мероприяти ирттерме палăртнă. Чи сумлисенчен пĕри, паллах, акăлчан чĕлхи кунĕнче чаплă поэтăн, çыравçăн тата драматургăн В. Шекспирăн 450 çул тултарнине халаллани пулĕ.
Н. КОШЕЛЕВА, Аслă Чементи вăтам шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)