19 марта 2014 г.
Аслă Чемен ял тăрăхне кĕрекен Тури Чакăри культура çуртĕнче уяв каçĕ иртнĕ. Культура çулталăкне халалланă мероприятие ыттисемпе пĕрлех отрасльте унччен тăрăшнă ĕçченсене те йыхравланă. Пухăннисем малтанах Людмила Ежова библиотекарь хатĕрленĕ "Чăваш культурин тĕнчи" кĕнеке куравĕпе паллашнă, тĕрлĕ çул вăй хунă культура ĕçченĕсем, ташă, фольклор ушкăнĕсен пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ электронлă презентацине пăхнă.
Ял администраци пуçлăхĕ Гаврил Медведев ялти культурăпа общество пурнăçне хастар хутшăннисене тав хучĕсемпе парнесем парса чысланă. Вăхăтĕнче ял культурине аталантарас ĕçре ырми-канми тăрăшнă хастар, хисеплĕ депутат, ял старости Василий Башмаков, вăтам шкул директорĕ Марина Медведева ял пуласлăхĕ, ырă улшăнусем паянхи çамрăксен хастралăхĕнчен, пултарулăхĕнчен, ăс-тăнĕнчен килнине палăртнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)