18 января 2014 г.
АСЛĂ ЧЕМЕН ялĕнче çеç мар, унăн тăрăхĕнче те Василий Михайловичпа Лидия Филипповна Капитоновсене пĕлмен-палламан çын çук пулĕ. Çак мăшăр çемье чăмăртаса пĕрле пурăнма пикенни аллă пилĕк çул çитнĕ. Пурнăç ашшĕпе амăшне ырă та пархатарлă кун-çулшăн икĕ "5" лартнă. Арăмĕпе упăшки иккĕшĕ те хисеплĕ те ĕçчен çынсем пулнă. Кил хуçи хĕрĕх çул хуçалăхра тимĕрçĕре тăрăшнă, мăшăрĕ вара колхозра учетчикран пуçласа тĕп бухгалтер таранах çитнĕ.
Лидия Филипповна общество пурнăçне те яланах пысăк хастарлăхпа хутшăннă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна ял халăхĕ çичĕ хутчен хăйĕн "тарçи" _ депутат _ пулма шаннă. Унсăр пуçне вăл район хаçачĕпе туслă çыхăну тытма та вăхăт тупать. Пилĕк ача амăшĕ çур ĕмĕре яхăн "Авангард" редакцине тĕрлĕрен темăпа материалсем çырса тăрать.
Паян Капитоновсем ачисемпе, мăнукĕсемпе киленсе пурăнаççĕ. Вĕсемпе савăнма сăлтавĕ те пысăк: пурте аслă пĕлỹ илнĕ, çемьеллĕ, пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)