07 декабря 2013 г.
Шкул çулне çитменнисем ача садĕнче мĕн те пулин çĕннине курсан ниепле те çак япаларан уйрăлаймаççĕ. Çавра-çавра пăхаççĕ, пĕр-пĕрне тĕлĕнсе каласа параççĕ е çĕр тĕрлĕ ыйту параççĕ тата ытти те. Çавна май ача садĕнче иртекен мероприятисем ачасен асĕнче нумайлăха юлтăр тесе яланах çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшатпăр. Ку хутĕнче аннесен конкурсне ирттертĕмĕр. Шухăшĕ вара ачасемпе пĕрле хĕвел çинчен калаçнă май çуралчĕ. Хĕвел çĕре ăшăтса, çутă парса тăрать. Анне те, хĕвел евĕрех, хăйĕн тĕпренчĕкĕсемшĕн тăрăшать, вĕсене ăшăтса пурăнать. Анне хĕвелĕн çутă пайăрки пек тавралăха илем кỹрсе тăрать.
Конкурсăн тĕп тĕллевĕ _ ачасен пултарулăхне, шухăшлавне аталантарасси. Çавăн пекех амăшĕсене хутшăнтарасси. Çитĕнекен ăрупа аслисем тĕлĕнмелле интереслĕ ĕçсем туса килчĕç конкурса. Мĕнрен кăна ăсталаман пулĕ: хутран, йывăçран, çипрен, кĕрперен тата ытти алă айĕнчи япаласенчен. Конкурса тăратнă ĕçсенчен курса тĕлĕнмелли нумай.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. Хутшăнакансем "Чи пысăк хĕвел", "Чи хаваслă хĕвел", "Тĕлĕнтермĕш хĕвел" номинацисемпе дипломсем илме тивĕç пулчĕç.
Çакнашкал пултарулăх конкурсĕсене ирттерни ачасене, ашшĕ-амăшне çывăхлатать, вĕсен ăсталăхне ỹстерет.
С. МРЕЛЬКИНА. Аслă Чемен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)