Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăннипех пултаруллă

25 сентября 2013 г.

Вĕрентекенсен августри конференцийĕнче Кĕçĕн Чементи А.Васильева воспитатель Вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотине илнине пĕлсен чунтан савăнтăм. Чăннипех те тивĕç çакна Альбина Витальевна. 30 çул вăй хурать вăл Аслă Чементи ача садĕнче. Тĕрлĕрен утренниксем, уявсем, экскурсисем, спорт ăмăртăвĕсем ирттерсех тăрать. Кашни мероприятирех пĕчĕк шĕвĕрккесене илемлĕ сассипе тыткăнлать, ĕçне пĕлсе, ачасене чунтан юратса туса пырать. Альбина Витальевна ачасене сывлăхлă тата çирĕп пулмаллине, тăван чĕлхене юратма вĕрентессине, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллаштарассине, чăвашлăх туйăмне аталантарассине тĕпе хурать. Унăн ĕçĕпе ашшĕ-амăшĕ те, пĕрле ĕçлекенсем те кăмăллă. "Ачасене пĕрре те ахаль тăратмасть вăл, тĕрлĕ вăйă выляттарать, çĕннине вĕрентет, килне нихăçан та васкаса каймасть, хуть те мĕнле ĕçе те тĕплĕ пурнăçлать", _ тет ун пирки садик ертỹçи Н. Адидатова. Маттур воспитатель ял тăрăхĕнче тата район шайĕнче иртекен ăмăртусенчен та юлмасть, йĕлтĕрпе тата çăмăл атлетикăпа час-часах малти вырăнсене йышăнать.

Н. КОШЕЛЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика