Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă ĕç çỹлелле çĕклет

10 августа 2013 г.

  Аслă Чемен ял тăрăхĕ хусахсемпе пуян. Кун пирки калаçу пуçарсан, ял хастарĕ Василий Семенович Башмаков хăй çуралса ỹснĕ ене чĕвен тăрсах хỹтĕлет. "Çук. Авланманнисем Упамсара нумайрах",- тет вăл ку тĕлĕшпе статистикăна тĕплĕнрех пĕлнине систерсе. Паянхи ял старостин сăмаха çирĕппĕн, вылятмасăр калама сăлтавĕ те пысăк: ĕç стажĕ 45 çул. 39-шне халĕ те вашават курăнакан арçын вăрман хуçалăхĕнче ирттернĕ. Вăл шутра Упамсари лесничествăра та чылай çул ĕçленĕ. 

-Çулĕсем шултăраланса пынăçемĕн эпĕ ларттарнă йывăçсем те хампа пĕрлех ватăлчĕç. Халĕ, акă, вĕсене те сайратса касма пуçларĕç. Виçĕ пин ытла гектар кашлаççĕ вĕсем: юмансемпе хырсем, чăрăшсемпе çăкасем... - калаçăва пуçларĕ РСФСР тава тивĕçлĕ лесникĕ. Хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн парнеленĕ "Днепр" мотоциклпа картунтан-картуна, вăрмантан-вăрмана чупса вăл миçе пин çухрăм хыçа хăварман-ши! Çав вăхăтрах обществăлла ĕçсене те чун-чĕререн пурнăçланă. "Партгруппоргра çеç 25 çул тăрăшрăм!", - терĕ вăл кун пирки те мăнаçлăн.

Ялти хисеплĕ ватă вырăнти ял тăрăх депутачĕ те пулнă, ял пуçлăхĕ е уйрăм хастарсем йĕркелекен кашни мероприятиех ал хапăл хутшăннă. Тĕрĕссипе, вăл паян та "йĕнĕрленĕ ут" вырăнĕнчех. Ĕлĕкхи пултарулăхне кура ăна ял старости пулма шаннă. Пиллĕкмĕш çул туртать вăл çăмăлах мар тиеве. Ĕçе ячĕшĕн те, мухтавшăн та тума хăнăхманскер, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлет. Акă, виçĕ çул каяллахи шăрăхра ялта чылай пусăсем, кỹлĕсем типсе ларнă. Çакă вара ялшăн чи пысăк хăрушлăх. Мĕн тумалла? Çивĕч ыйтăва депутатсен пухăвĕн ларăвĕнче хускатнă, пĕрлехи вăйпа кỹлĕсем чавма тĕллев лартнă. Сăмаха шыв çине сенĕкпе çеç çырман халăх тарçисем. В. Бахмисовпа Н. Кошелева депутат тăрăшнипе тỹрех хăйсен урамĕнче шыв пухăнакан вырăнсене чавтарса тасаттарнă. Паян Сад урамĕнче çеç тăватă кỹлĕ. Вĕсенче ачасем пулă тытса савăнаççĕ.

Аслă Чементе вара пушартан сыхланма 15 çĕрте шыв пухăнакан вырăн тунă. Василий Семеновичпа тата Надежда Кошелева депутатпа эпир шăпах вĕсенчен пĕрин умĕнче тĕл пултăмăр. Асфальт çулпа юнашарах вырнаçнă вăл. Çурхи шыв кĕпере ан сиенлетĕр тесе унта пысăк пăрăх хунă, çыран хĕррисене йывăçсем лартса çирĕплетнĕ. Сăмах май каласан, пушар машинисем тăтăшах çак çул хĕрринчи кỹлĕрен шыв илеççĕ. Ял варринчи кỹлĕсем çынсене хур-кăвакал усрама та меллĕ. Аслă Чемен ял тăрăхĕнче пулнă хыççăн вырăнти влаç граждансемпе тĕрлĕ енлĕ хутшăнса ĕçлеме тăрăшнине, вĕсене поселени территорийĕнче пулса иртекен ĕçсемшĕн яваплă пулмаллине хăнăхтарнине туйма пулать. Кашни депутат хăйĕн тивĕçне, яваплăхне туйса тăрать. Пĕри пуçарнă ĕçе тепри те кар ярса илет. Урамсене кашнинех тикĕслесе вакă чул сарнă. Ку ĕçре те халăх турткаланса, хирĕçлесе тăмасть, айккинче юлмасть. Ял тăрăхне кĕмелли сулăм укçине халăх ăçта, мĕнле тĕллевпе усă курассине пухура хăй суйласа илет: шыв çурса кайнă вырăна тирпейлемелле-и е кĕперсене çĕнетмелле-и, обществăлла пусса йĕркене кĕртмелле-и е тата ытти-и. Пурте ялăн сăн-сăпатне, тирпейне улăштарассипе çыхăннăскерсем. Укçи-тенкине депутатсем пуçтараççĕ. Тăкакĕ пирки кашнийĕнчех халăх умĕнче отчет тăваççĕ. Сăмахламалли те, юмахламалли те юлмасть.

Н. Кошелевапа В. Башмаков пуçарăвĕпе Сад урамĕнче ĕлĕкхилле кас хуралне йĕркелесе яни те кăмăллă. Ырă шухăш кунта нумай пулмасть алхаснă пушар хыççăн тĕвĕленнĕ. Çакă вара ытти урамсенче те, ялсенче те кирлĕ. Инкек-синкекрен сыхă тăни пуриншĕн те лайăх.

Темиçе çул каялла çак ялти çуртсем умĕнче вăрман хуçалăхĕ евĕр вут-шанкă выртнă.Паян çакнашкал тирпейсĕрлĕх куçа тирĕнмест темелле. Ял масарне вăхăтран-вăхăта тирпейлесе тăрассине йĕркеленине те ырламалла. Кунта каллех çак депутатпа ял старостин ятне асăнмалла. Уйрăм хастарсенчен вара А. Башмакова, В. Фролова, А. Кошелева, А. Егорова, В. Башмакова, В. Тимошкина тата ыттисене те асăнса хăвармалла.

А. ЕГОРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: иккĕмĕш хут ял тăрăх депутатне суйланнă Надежда Кошелева учительницăпа Василий Башмаков пенсионер-староста урам тирпей-илемĕ пирки канашлаççĕ.Авăн çапнă чух ыраш пĕрчи çăвара кĕрсен çын çав çул вилмест.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика