Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧЫСЛĂ ЯТА ĕçПЕ ТИВĕçЛĕ

07 августа 2013 г.

Аслă Чемен ял библиотекине В. Башмаков вулавçă хăйĕн мăнукĕсене кĕшĕлтеттерсех ертсе килчĕ. Пĕрисем чăвашла шакăлтаттараççĕ. Вырăсла калаçаканни те пур. Вулав залĕнче пурин валли те вырăн çитет. Кĕнекисем вара тĕрлĕ чĕлхепе пур. Вулавăша çитнĕ "хăнасем" те хул хушшине самай хулăннисене хĕстернĕ. Ку хутĕнче Василий Семенович "Ай, тăварлă-çке кĕвĕçỹ куççулĕ" кĕнекене вуланă-мĕн. Ытти çынсене те çавна алла илме сĕнет.

- Кашни хутĕнчех çапла. Çĕнĕ кĕнекесене чи малтан В. Башмаков илсе каять. Содержанине вара çăвара шыв сыпса итлемелле каласа пама пĕлет. Çавăнпах пуль пирĕн кĕнекесене тусан пуссах тăмасть. Ытларах килĕштерекеннисемпе конференцисем те йĕркелетпĕр. Паллах, ун чухне хастар вулакансене чĕнме манмастпăр. Кашнийĕ пĕрне-пĕри пỹле-пỹлех хăйĕн шухăшне çирĕплетме тăрăшать вара, - тет библиотека заведующийĕ Л. Ежова.

Самана улшăнса пынă май вулавăша ял халăхне уттарма çăмăлах мар. Анчах Аслă Чементе пулнă хыççăн çак шухăш сирĕлчĕ. Вулав залĕнчи сĕтел çинче ал ĕç япалисене тирпейлĕн вырнаçтарса хунă: çыхнă кĕпе, кофта, минтер пичĕ, чешки, алса, нуски, тĕрленĕ тутăр, саппун, ал шăлли... Пĕтĕмпех кружока çỹрекенсен ăсталăхĕ иккен. Вĕсене районти акатуя, Пикшик ял тăрăхĕнче ирттернĕ Район кунне илсе тухнă.

Аваллăхра тыр пул пухса кĕртнĕ чухне усă куракан хатĕрсем те пур. Çитĕнекен ăру кашнийĕшĕнпе интересленет.

Библиотека хăнисем çип хутăрĕ, ал арманĕ, пăтавкка, пир станĕ мĕн тума кирлине тĕпчесе халтан каяççĕ. Сурпансене вара тытса пăхнипех çырлахмаççĕ - çака-çака яраççĕ. Урăхла каласан, вулавăш пĕр вăхăтрах музей та, выставка залĕ те. - Вĕренекенсенчен С. Фролов, С. Капитонов, В. Бахмисов хастар. Аслăраххисенчен К. Ежова, К. Селиверстрова, С. Семенов, Т. Миронская библиотекăпа туслă. С. Мрелькина воспитательница, хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Э. Медведева мероприятисем ирттерме хаваспах пулăшаççĕ. Н. Стефейкинпа В. Фролов мусăкçăсемпе район, республика шайĕнчи конкурссене те хутшăнатпăр, - хăйсен ĕçĕпе тĕплĕнрех паллаштарать Людмила Николаевна.

Чăн сăмахăн суйи çук. Е. Семеновапа М. Латышова, акă, "Манăн асатте - çĕр ĕçченĕ" конкурсра палăрнă. С. Кадушкинпа Л. Антонова "Манăн юратнă кĕнеке" конкурсра мала тухнă. Кĕçĕннисемпе те, аслисемпе те мероприяти ирттерме тăрăшать Л. Ежова. Шкулпа ача сачĕ те инçе мар библиотекăран. Людмила Николаевна тăтăш пулать вĕсенче. Çавăнпа çитĕнекен ăру вулавăш çулне манмасть.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика