08 июня 2013 г.
ПИРĔН районта çулсеренех ялтан-яла ачасене илсе çỹрекен шкул автобусĕсем хушăнсах пыраççĕ. Пĕлтĕрхи вĕренỹ çулĕнче Алманчăсем, Турхансем, Ыхра Çырмисем, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул, Первомайскисем, Туçасем хăйсен пурлăхпа техника базине пуянлатрĕç.
Тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун вара каллех Патăрьелсем пая кĕнĕ. Республика Пуçлăхĕ хальхинче Аслă Чеменсемпе Пăлапуç Пашьелсене çăра уççине парса савăнтарнă.
Кăçалхи Пĕлỹ кунĕнчен вара 36 ялтан 27 автобус вĕренекенсене шкулсене турттарма пуçлĕ. Ятарлă техникăсенче ачасем валли мĕн пур услови пур.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)