03 октября 2012 г.
КĔÇĔН Чементе пурăнакан пĕр кил хуçи ирхине яланхилле 7 – 8 уйăхри вăкăрне çерем çине кайса кăкарнă. Çак кун хăйне инкек кĕтнине пĕлсен, ăна вăл витерен те кăларман пулĕччĕ те... Çуртран инçе мар, чÿречеренех курăнса тăракан пăрăва кам та пулин илсе кайма пултарасси пирки шухăшламан-тăр. Çу каçипе ешĕл курăка кавлесе ÿснĕрен кĕр енне якалса çитнĕ мăклашка кăнтăр çутинчех çухалнă. Никам та нимĕн те курман. Хуçисем таврари ялсене те, инçетерех те кайса шыранă, анчах усси пулман. Кукăр алăллисем ямăтти пырĕсене ларасран та хăрамаççĕ-ши;
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)