Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк çемьене – çĕнĕ çурт

21 сентября 2012 г.

Пысăк çемьене - çĕнĕ çурт

21.09.2012

Любовь ПЕТРОВА.

 

Пысăк çемьене – çĕнĕ çурт

Патшалăх нумай ачаллă çемьесене пулăшать. Тĕрлĕ программăпа усă курса çĕр-çĕр мăшăр каялла тавăрса памалла мар йĕркепе укçа тивĕçет. Акă, тĕслĕхрен, Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ялĕнче пурăнакан Миронскисене патшалăх уйăрнă нухратпа кирпĕч çурт лартса панă. Тăватă пÿлĕмлĕскер хуларинчен пĕрре те кая мар, анчах унти ĕçсем вĕçленмен-ха. Сумлă лару-тăрура çăра уççине тыттариччен çемьепе тĕл пулма май килчĕ.

Чылай ĕç вĕçленнĕ, анчах...

Андрейпа Валентина 1989 çулта çемье çавăрнă. Мăшăр пĕр шкултах вĕреннĕ. Вĕсене пĕр-пĕринчен çичĕ çул уйăрса тăрать. Шăпа çамрăксене йĕтем çинче паллаштарнă.

“Ун чухне пурте хуçалăхра вăй хунă. Андрея анне вырăнне ĕçлеме кайсан куç хыврăм. Килĕштертĕмĕр. Туй туса пĕрлешрĕмĕр”, - иртнине аса илчĕ кил хуçи арăмĕ.

Миронскисем 6 ача çитĕнтереççĕ. Асли Марина Мускавра вăй хурать. Иккĕмĕшĕ Василий салтакран кăçал çеç таврăннă. Хальлĕхе ялта ашшĕпе амăшне пулăшать. Виççĕмĕшĕ Ирина Шупашкарти пĕр техникумра ăс пухать. Николай та 9-мĕш класс хыççăн хулана çул тытнă. Вăталăх ывăлĕ Максим 6-мĕш класа çÿрет. Чи кĕçĕнни Татьяна 3-мĕшне каять.

Мăшăр йышлă çемьере ÿснĕ. Валентина Васильевнăн çичĕ пĕр тăван, Андрей Николаевичăн - пиллĕк. Ашшĕ-амăшне кура вĕсем те нумай ача çуратма тĕв тунă.

Пысăк çемьене хăтлă çурт кирлех. Патшалăх пулăшнипе хваттерлĕ е пÿртлĕ пулмашкăн кирлĕ документсем пуçтариччен çемьен самаях тăрăшма, тăкакланма тивет пулин те усси пурри савăнтарать. Кунта вырăнти хăй тытăмлăх органĕн тÿпи те пур. Чылай чухне çурта çĕнĕ касра е çын пурăнман вырăнта лартаççĕ. Миронскисем электричество юписĕр урамра кун кунлама килĕшмен. Валентина Васильевна ашшĕпе амăшĕн çуртне хăй çине куçарнă, çуралнă вырăнта пÿрт хăпартма ирĕк илнĕ. Çу уйăхĕнче унта пĕрремĕш кирпĕч хунă. Мĕн пур ĕçе районти пĕр организаци пурнăçланă. Ĕçлекенсем валли кил хуçи арăмĕ хăех апат пĕçернĕ.

Çĕнĕ çурта кĕрсе куртăм. Унти чылай ĕçе вĕçленĕ, анчах çут çанталăк газне кĕртмесĕрех обой çыпăçтарнин усси сахал. Нÿрĕке пула стена хуралма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ, обой хăпăннă. Çурт тăвакан пĕрлĕх мĕншĕн васканă-ши? Шалти ĕçсене газ кĕртсен те тума май пулнă-çке. Çемьене çăра уççине тыттариччен ăна тепĕр хут юсĕç-ши?

Кĕтÿ кĕтеççĕ

Миронскисем çиччĕмĕш çул ĕнтĕ ял кĕтĕвне кĕтеççĕ. Малтан мăшăр колхозра ĕçленĕ. Андрей Николаевич конюхра 12 çул вăй хунă, Валентина Васильевна фермăра тăрăшнă. Халĕ кил ăшшин управçи хуçалăха тытать. Мăшăрне кĕтÿ кĕтме пулăшать. Юрать, кĕтÿç кутамккине кашни кун хатĕрлемелле мар, ентешĕсем черетпе апатлантараççĕ. Пĕр ĕнешĕн çемье уйăхра 400 тенкĕ тÿлет. Миронскисем нухрата сая ямаççĕ, çурт валли пухаççĕ, перекетлеме тăрăшаççĕ.

Кĕтÿçĕн кану кунĕ çук. Эрнипех ĕçлемелле. Çакна тĕпренчĕкĕсем ăнланаççĕ, май пур чухне ашшĕне канма май туса параççĕ. Аслисем яла килсен пушă йăтса кĕтĕве час-часах каяççĕ. Андрей Николаевич хĕлле те кĕрĕк арки йăваламасть, тупăш тумалли меслет шырать - тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратма нухрачĕ самаях кирлĕ-çке. Ача пособийĕпе шăпăрлан тутă пулаймĕ.

“Ас тăватăп-ха: аслисем пĕчĕк чухне ăна та укçан памастчĕç. Талонпа матрас, утиял, чашăк-тирĕк илеттĕмĕр. Уншăн та района тухмаллаччĕ. Çи-пуç çитместчĕ. Халĕ вара йăлтах ытлă-çитлĕ пулин те мĕн пур япала хаклă. Ача пособийĕ тутлă йышши пĕр килограмм канфет туянма та çитмест. Шкулта апатланнăшăн пĕр вĕренекеншĕн çеç уйăхне 300 тенкĕ тÿлемелле. Кĕнеке туянмашкăн çулталăкне икĕ хутчен укçа кăларса хумалла. 3-мĕш класа çÿрекеннине çыру тетрачĕсене 600-700 тенкĕлĕх туянса патăмăр. Кун валли çеç мар, 6-мĕш класа çÿрекенни валли те кĕнеке илнĕ”, - каласа кăтартрĕ Валентина Васильевна.

Аслисене те пулăшу кирлĕ. Ирина вĕренет, ĕçлет. 400 тенкĕ стипендипе çул çÿрев билетне те илеймĕн. Çавăнпах ăс пухма, вăй хума ĕлкĕрмешкĕн майсем шырать вăл.

Кăмака хутса çăкăр пĕçерет

Канмалли кунсенче ачасем ашшĕ-амăшне пулăшмашкăн килсех çÿреççĕ: çум çумлама та, утă типĕтме те, çĕр улми кăларма та.

Ялта çынсем канлĕ пурăнма хăнăхнă ĕнтĕ. Ир тăрса кăмака хутмалла мар, газ чĕртетĕн те пулчĕ. Миронскисем кивĕ пÿрте газ кĕртмен, çавна май кăмака хутса ăшăнаççĕ. Валентина Васильевна кун сиктерсе ун умĕнче ăшталанать пулин те ÿпкелешмест. Унтах çăкăр пĕçерет.

Çемье “Çамрăксен хаçатне” кăмăллать. Аслисем тухса кайиччен кăларăма ача пособийĕпе çырăнса илнĕ. “Пушă чухне вулатпăр, кĕтĕве илсе каятпăр. Вăхăта ирттермелле-çке. Шел те, кĕркунне мăйракаллă шултра выльăх лăпкă мар, айккинелле пăрăнаймăн. Унччен кĕтÿрех хуранпа яшка пĕçерсе çиеттĕмĕр. Халĕ вара кăтăш тума йывăртарах”, - пĕлтерчĕ кил ăшшин управçи.

Любовь ПЕТРОВА.

Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика