Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен алă ĕç тупать

15 октября 2011 г.

Паянхи саманара пурнăçу мĕнле пуласси ытларах хăвăнтан тата пултарулăхунтан килет. Ĕç çуккипех çамрăк çынсем ĕçке ереççĕ, теприсем вара çĕнĕлĕхсем, тĕрлĕ мел шыраççĕ. Аслă Чементе пурăнакан Ю.Фролова иккĕмĕшсен шутне кĕртмелле. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл Патăрьелĕнчи професси училищинче хăйĕн пĕлĕвне малалла тăснă, механизатор правипе автомеханик пулнине çирĕплетекен документпа унтан тухнă. Тÿрех “Трудовик” ял хуçалăх предприятинче вăй хума тытăннă: тракторпа çÿренĕ, ытти ĕçсене хутшăннă. Юра ытти çамрăксем пек хулана та кайма пултарнă-ха, анчах тăван тăрăх унăн чунне ытларах туртнă. Çемьере ачасенчен кĕçĕнни, ашшĕпе амăшĕ çулĕпе çамрăк марри пирки те асра тытнă. Хуçалăх саланнă, ĕçсĕр тăрса юлнă хыççăн та вăрăм укçа хăваласа Мускава е ытти хулана каяс темен, пĕр тăванĕсемпе тата çывăх çыннисемпе канашланă хыççăн Аслă Чементе хăйĕн ĕçне уçма шут тытнă.

– Чун техника патнех туртăнать, ĕçĕ вара çук. Çакна шута илсе ялта шиномонтаж уçма шут тытрăм. Çитменнине çывăх вăхăтра пирĕн ял витĕр Улатăра каякан çул уçăлмалла. Трасса хута кайсан ăçта та пулин кайма пуçтарăннă автомашинăсен кустăрмисем шăтасси те, юрăхсăра тухасси те пулать, район центрне кайса çÿреме инçе. Нушана лекнĕ водительсен таçта çити кайса çÿремелле е пулăшу килессе кĕтсе лармалла ан пултăр тетĕп. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ман пеккисене хăйсен ĕçне уçма пулăшса укçа парать тенине илтсен пушшех те хавхаланса кайрăм, – пĕлтерет Ю.Фролов. Юра бизнес-план хатĕрленĕ, хăйĕн ĕмĕтне хÿтĕлеме те пултарнă. 2011 çулхи пуш уйăхĕнче индивидуаллă предприниматель пулса тăнă.

Тахçан унччен “Трудовик” хуçалăхăн техника паркĕнче пушар машинисем тăнă гараж хăçан техника курнине те маннă-тăр. Шăпах çакăнта Ю.Фролов шиномонтаж уçма шут тытнă. Вырăнĕ те лайăх: шăпах трасса çумĕнче. Анчах шухăшланипе кăна шур пÿрт лартăнмасть, ĕçлемелле те ĕçлемелле. Юрăшăн канăçсăр кунсем çитнĕ. Ĕçлес тесен хăтлă, клиентсене тивĕçтерекен условисем кирлĕ. Гараж патне пыракан çул кĕрлĕ тата çурлă çумăрлă çанталăкра пылчăкпа çăрăлнине, водительсем тарăхнине шута хурса унта вак чул тăкнă, бетон плитасем хунă. Кайран вара шалти ĕçсене тытăннă: тасатса, тирпейлесе тухнă, урайне растворпа хытарнă...

– Пур ĕçе те патшалăх паракан укçапа пурнăçлама çук, анчах вăл мана нумай пулăшрĕ. Эпĕ шиномонтаж тата балансировка тăвакан хатĕрсене туянтăм. Хамăн ĕçе пуçласах яраймарăм-ха, анчах пулăшу ыйтакансен ыйтăвĕсене тивĕçтеретĕп.

Пĕччен сурнипе кÿлĕ пулаймасть. Мана юлташсем – И.Егоров, В.Чернов, А.Матросов, Н.Албуткин – ырă канаш та параççĕ, пĕрле те ĕçлеççĕ. Халĕ эпир мачча саратпăр, – тет ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май çамрăк предприниматель. – Эпир район центрĕнчен 30 çухрăмра пурăнатпăр, пире Патăрьелне кайса çÿреме меллех мар. Автосервис уçсан хамăр тата çывăхри ялсенче пурăнакансемшĕн те лайăх пуласса шанатăп: ытлашши тăкакланмалла мар. Çавăн пекех тепĕр 2–3 çын валли те ĕç вырăнĕ пулать.

Паян пĕлÿсĕр те инçете каяймăн, Ю.Фролов çакна шута илсе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академинчи инженери факультетне вĕренме кĕнĕ. Халĕ вăл виç-çĕмĕш курсра. Малашне ăна академинче илнĕ пĕ-лĕвĕ кашни утăмрах кирлĕ пулĕ. Çамрăк предпринимателе хамăр енчен ăнăçу çеç сунас килет.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика