Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăн-чăн учитель, чăн-чăн спортсмен

02 октября 2010 г.

Шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине хаклакан комисси Аслă Чементи вăтам пĕлÿ паракан вĕрентÿ çуртĕнчи спорт залне чи лайăххи тесе палăртнăччĕ. Ыттисеннинчен уйрăмлăхĕ пурах, чăнах та. Зала çуллахи каникул вăхăтĕнче маччаран пуçласа урай таранах сăрланă. Баскетболла, волейболла вылямалли, ытти упражненисем тумалли паллăсене, хатĕрсене сăн кĕртнĕ. Çакăнта физкультура учителĕпе вĕренекенсен тÿпи пурах. Çавăнпа спорт залĕ уроксем вăхăтĕнче те, тăхтавра та, канмалли кунсенче те пушă тăмасть. Педагогика коллективĕ те сывлăха çирĕплетме май паракан хусканусем тума, вăйăсене хутшăнма кунта килет. Аслă ăрупа вĕренекенсем П. Макаров физкультура учителĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллах.

Эпир пынă чухне Петр Васильевич вунпĕрмĕш класра вĕренекенсемпе (ÿкерчĕкре) урок ирттеретчĕ. Пирĕнпе калаçу пуçарма йывăрлăх кÿмерĕ ăна. Вĕренекенсенчен пĕри çăмăллăнах улăштарчĕ. Ачасене выляма, чупма пуçличчен вырăнта çан-çурăма çемçетекен упражненисем тутарма пикенчĕ.

Юратаççĕ вĕренекенсем физкультура урокне. Стадионта чупма та ÿркенмеççĕ. Ахальтен мар район, республика ăмăртăвĕсене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Районти “Авангард” тата республикăри “Советская Чувашия” хаçатсен призĕсемшĕн ирттернĕ ăмăртура виççĕмĕш вырăна секундăн темиçемĕш пайне çухатса çеç выляса ячĕç.

Физкультура учителĕн ĕç пÿлĕмĕнче икĕ енĕпе те ăмăртусенче çĕнсе илнĕ Хисеп грамотисем. Петр Васильевич ачасем патне куçни февраль уйăхĕнче 10 çул çитет. Çак вăхăтра вара олимп резервĕсен шкулĕ, аслă вĕрентÿ заведенийĕсен физкультура уйрăмĕсем валли сахал мар ăста спортсменсем хатĕрлеме пултарчĕ. Хăй те çăмăл атлетика енĕпе ветерансем хушшинче Раççей чемпионĕ ята тивĕçнĕ.

Спорт енĕпе чăн-чăнах тăрăшса вĕренекенсем пур çав шкулта. Вунпĕрмĕшĕнчи В. Фролов иртнĕ çул олимпиадăра мала тухрĕ. Шкул ачисем хушшинчи спартакиадăра çулленех малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе чупса районта, республикăра çĕнтерÿçĕсен шутне кĕреççĕ.

Спорт çемйи теме пулать Макаровсене. 2003 çулта вĕсем Чăваш Ен Президенчĕн кубокĕшĕн пынă ăмăртăва хутшăннăччĕ. Челябинск хулинче республикăшăн тупăшса пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ. Мăшăрĕ, Светлана Ивановна та спорта килĕштерет. Улттăмĕш класри Саша, тăваттăмĕшĕнчи Сергей эстафетăсенче аван чупаççĕ. Районти çемьесем хушшинчи ăмăртусенче çĕнтерÿçĕ пулнине çирĕплетекен Хисеп грамотисем сахал мар вĕсен.

Ĕç ăнăçлăхĕ спорт инвентарĕнчен те килет. Залра çеç вылянипе малалла каяймăн. Стадиона тухмашкăн та пурте пур шкулта. Футбол, баскетбол, волейбол мечĕкĕсем çителĕклех. Йĕлтĕрĕсем тирпейлĕн упранаççĕ. Чăн-чăн спортсменсем ярăнаканнисем. Вĕсене камăн сырас килмĕ;

Спорт залĕ ирпе уçăлать те каçченех хупăнмасть. Унта ял çамрăкĕ те кĕрсе выляма пултарать.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика