11 августа 2010 г.
Аслă Чемен ял поселенинче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин виçĕ ветеранĕ кăна тăрса юлнă. В. Матросов çемйипе пурăнать, Н. Сюзюкинпа Н. Бахмисов пĕчченех кун кунлаççĕ. Кил-тĕрешре кăштăртатса çÿреççĕ-ха, анчах йывăр ĕçсене пурнăçлаймаççĕ. Вăрçă йĕрĕ ахаль иртменни çулсем аслăланнăçем тата ытларах палăрма тытăнать çав. Аслă Чементи вăтам шкулта йĕркеленнĕ “Кулă” отряда çÿрекенсем Л. Тимошкина ертсе пынипе ветерансене пулăшнă: Н. Бахмисов па-тĕнче вутă çурса купаланă, Н. Сюзюкинăн кил-çуртне, картишне тирпейленĕ. Ватăсем хăйсене пулăшнăшăн тав тунă. Ачасем те ветерансемпе асăнмалăх сăн ÿкерттернĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)