14 июля 2010 г.
“Ĕлĕкхисĕр малашлăх çук”, – теççĕ чылай чухне халăхра. Çакна Аслă Чемен ял поселенийĕнче çирĕп ăнланса пăхăнаççĕ. Ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсене, кĕпе-тумтире вĕсем килĕрен тенĕ евĕр типтерлĕн упраççĕ. Аслăраххисем мĕн пĕлнине, ас тунине çитĕнекен çамрăк ăрăва вĕрентсе хăварма тăрăшаççĕ. Аслă Чементи вăтам шкул çумĕнче кĕçĕн класс ачисемпе йĕркеленĕ “Лучики” лагере çÿрекенсем çу каçа ĕлĕкхи чăваш вăййисене вĕреннĕ. Çакă вара вĕсене йăла-йĕркене малалла тытса пыма та сывлăха тĕреклетме те, туслăха çирĕплетме те пулăшать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)