Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăхĕпе тĕлĕнтерет

19 августа 2009 г.

Каникула хаваслă та усăллă ирттерес тесе Аслă Чементи Хăрах Кас тата Туптов урамĕнче пурăнакан ачасенчен Н. Кошелева вĕрентекен, депутат ертсе пынипе «Надежда» отряд йĕркеленĕ. Ушкăн 4-мĕш çул ĕçлет. Ачасем ыррине сахал мар туса ирттереççĕ. Урама тирпей-илем кÿреççĕ, çырма-çатрана çÿп-çапран тасатаççĕ, ватăсене тата пĕчĕккисене пулăшаççĕ. Ку хутĕнче, акă, пушартан сыхланасси тата шывра путас хăрушлăх çинчен каласа пачĕ Надежда Васильевна. Хаçат-журналти кăсăклă статьясене те ушкăнпах сÿтсе яврĕç. Концерт лартасси те йăлана кĕнĕ «Надеждăн». Хальхинче те халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Концерта çак урамсенче пурăнакан шкул çулне çитмен ачасем те хутшăнчĕç.

Р. Платонова, К. Селиверстрова, Сашăпа Оля Туптовсем, Дианăпа Саша Матросовсем, А. Лисов, О. Зотова, А. Михайлова, В. Медведев сăввисене пысăк туйăмпа каласа пачĕç. М. Горшковăпа А. Башмакова илемлĕ юрласа тĕлĕнтерчĕç. «Ассорти» ташă ушкăнне çÿрекен Р. Платоновăна, М. Егоровăна тата Е. Зотовăна та хыттăн алă çупрĕç куракансем.

Юрă-ташă хушшинче шÿтсемпе савăнтарчĕç «артистсем». А. Туптов, М. Егорова, М. Смирнов, А. Смолов, Е. Зотова тата ыттисем тăраниччен култарчĕç. А. Башмакова юрланипе çеç мар, тĕрлĕ хускану, гимнастика упражненийĕ тума пĕлнипе те палăрчĕ. А. Кошелев вара музыкăна йĕркелесе пулăшрĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика