Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан йĕр эсĕ, Лена

19 августа 2009 г.

Каникула хаваслă та усăллă ирттерес тесе Аслă Чементи Хăрах Кас тата Туптов урамĕнче пурăнакан ачасенчен Н. Кошелева вĕрентекен, депутат ертсе пынипе «Надежда» отряд йĕркеленĕ. Ушкăн 4-мĕш çул ĕçлет. Ачасем ыррине сахал мар туса ирттереççĕ. Урама тирпей-илем кÿреççĕ, çырма-çатрана çÿп-çапран тасатаççĕ, ватăсене тата пĕчĕккисене пулăшаççĕ. Ку хутĕнче, акă, пушартан сыхланасси тата шывра путас хăрушлăх çинчен каласа пачĕ Надежда Васильевна. Хаçат-журналти кăсăклă статьясене те ушкăнпах сÿтсе яврĕç. Концерт лартасси те йăлана кĕнĕ «Надеждăн». Хальхинче те халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Концерта çак урамсенче пурăнакан шкул çулне çитмен ачасем те хутшăнчĕç.

Алеша, Ксения, Ирина, Мария ачисем лăпкă ыйхăран ан вăранччăр тесе чĕрне вĕççĕн пусса çÿрерĕ ирхине Лена. Выльăхĕсем патĕнчи ĕçе тирпейлеме вара аслă ывăлĕ Павлик пулăшрĕ. Хĕвел хыр тăррине кайиччен ăна та выртса канма сĕнчĕ амăшĕ. Тунтикун вĕсемшĕн кану кунĕ пултăр терĕ. Ĕнер иртен пуçласа каçченех ĕçлерĕ çемье. Вăрмана кайса 35 килограмм хура çырла татма çăмăл-им; Чĕркуççи юлмасть. Вăрăм тунасем хăлха патĕнчех сĕрлеççĕ. Шăрăхĕ япăхтарать. Çавах кăмăллă çемье. Çырла сутса тунă укçапа шкула кайма япаласем илеççĕ-çке. Кăçал пиллĕкĕн сумка çакаççĕ çурăм хыçне.

Ачисем çумра пуртан телейлĕ Люляри Е. Смирнова. Анчах çитĕнекен ăру çурма тăлăх ÿсет. Ялта ĕç çукран ашшĕ Мускава çÿренĕ. Çул çинче вара аварине лекнĕ. Унтанпа та вăхăт самаях иртрĕ. Анчах ашшĕ-амăшĕ ывăлĕшĕн, мăшăрĕ упăшкишĕн кулянса юхакан куççулĕ типместех. Тем пек кĕтсе илме хирĕç чупĕччĕç ачисем. Çук вĕт...

– Асли çине ытларах тиенет. 15 тултаракан Павлик аллинчен çу каçипе те матике каймасть. Вы-льăх-чĕрлĕх валли хĕл каçма утă хатĕрлеме пулăшать. Сиплĕ эмел курăкĕсем пухать. Курсан тĕлĕнетĕр. Ăçта сулхăн, унта вĕсене типĕтме сарса хунă. Укçа тумалла вĕт, – куççульне çăта-çăта калаçать асламăшĕ.

Ялта чи нумай эмел курăкĕ пухаканни Павлик. Çак ĕçе вăл йăмăкĕсене те явăçтарать. Хăйăр купи çинче выляса ларнипе хырăм тăранмасть, çи питĕрĕнмест, тет.

Кун каçа кашни сехетлĕх ĕç пур. Ирпе ирех пулă та кĕрет. Иртнĕ эрнере виçĕ пысăк карп тытнăччĕ. Пĕри 600 грамм ытла таять.

Кашнин асĕнчех юлмалăх пур ачалăх. Павликăн вара вăл пушшех те. Ял çумĕнчи вăрмана кирек хăш еннелле кĕрсе кайма та пĕлет вăл. Шăпăрлăх, милĕклĕх йывăçсем ăçта ÿснине унран çеç ыйт. Кăмпа-çырла тĕлне куç хупсах тупать.

Ир кÿлĕнчĕç çав ачисем ĕçе. Ытла та ир. Вĕсемсĕр пуçне икĕ пушмак пăрупа пĕр ĕне (вăл та кайран пăруланă) хĕл каçарайăн-и; Нушаланнине кура укçине кĕртсен юрĕччĕ. Сĕтне сутăн илекен çук. Выльăхĕсене хак парасшăнах мар. Лартма пуçланă çурта мĕнле вĕçне çитермелле. Чÿрече янахĕ, рамине вырнаçтарасси шăпах арçын ĕçĕ-çке.

Шăпа пÿрни тет çакна Елена Анатольевна. Люляна килсе тĕпленнишĕн пăшăрханмасть вăл. Юхмапа Пăла тăрăхĕн пĕр кĕтесĕ тет.

Ун чухне çуркуннеччĕ. Садсем çеçкереччĕ. Первомайскинчи вăтам шкултан вуннăмĕш класран вĕренсе тухнисене ĕç практикине Люляна илсе кайнăччĕ. Çакăнта паллашнăччĕ Лена пулас мăшăрĕпе. Вĕçертмерĕ вара ăна Сергей. Шкул хыççăн Шупашкара бухгалтерсен курсне вĕренме кайрĕ Лена. Алла документ иличченех туй кĕпи тăхăнчĕ. Юрать пуçăннине вĕçне çитерчĕ. Паянхи кун ĕçĕ те пур. Ялти лавккара сутуçăра ĕçлет. Ачисем вара пĕрин хыççăн тепри çуралчĕç. Ытларахăшĕ Смирновсене хунă. Аслашшĕ пек «ылтăн» пуçлăскер тет. Чун йăпатмăшсене çупăрласа çеç тăрать Лена. Кирек хăшĕнпе те мăн çын пек калаçать. Хăй кăнтăрлана килнĕ çĕре ултă класс пĕтернĕ Алексей çĕр улми пĕçерсе хунине ырлать. Тăваттăмĕш класран вĕренсе тухнă Ксения тротуар таранчченех çуса тухать. Иккĕмĕшне куçнă Ирина кăçал шкула кайма хатĕрленекен Марийăна пăхать.

Пĕрин çитĕнĕвĕ – çемье савăнăçĕ Смирновсен. Ксюша кĕрешес ăсталăхне ÿстерсех пырать. Республика чемпионĕ вăл. Пензăра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртуран ик-кĕмĕш вырăнпа таврăнчĕ.

Хуняшшĕпе хунямăш тĕревне туять кинĕ. Вĕсене ырласа çеç тăрать. Çурт лартма та, ача-пăча çитĕнтерме те, выльăх-чĕрлĕх пăхма та, çĕрпе ĕçлеме те пулăшаççĕ тет. Çемьене сыпăнса пымашкăн пулăш пултăр тесе тепĕр пахча илнĕ. Унта та çимĕç, курăк çитĕнтерет.

Çын хушшинче пурăнаççĕ Смирновсем. Хуйха пусарма пĕлеççĕ. Ирхи кунран каç çитнине сисмеççĕ. Çутă малашлăх кĕтеççĕ. Кирек кам та çапла вĕт. Чĕре ăшшипе ăшăнса пурăнаканскерсен пурнăçĕ ăнса пытăрах.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика