05 апреля 2008 г.
Хирти Пикшикри вăтам шкулта кашни класс ертÿçи уçă класс сехечĕ ирт-терет. Пиллĕкмĕшĕнче вăл Н.Петрова ертсе пынипе “Ачалăха таврăнар-ха” темăпа иртрĕ. Ăна ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те тĕплĕн хатĕрленчĕç. Аслисен пĕчĕк чухнехи сăн ÿкерчĕкĕсене пухса стенд турĕç, аса илÿсене çырса альбом хатĕрлерĕç. Çак сехетре ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачалăхне аса илчĕ. Савăнăçĕ те, куççулĕ те пулчĕ унта.
Ачасем хăйсемех ертсе пычĕç, ашшĕ-амăшне ыйту пачĕç, юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)