Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан сÿнтĕр культура вучахĕ

07 марта 2008 г.

Пин çул каяллах Пăла тăрăхне чăвашлăх çитнĕ. Паянхи кун та ку таврара чăвашлăх йăвашшăн та ăшшăн юрлать, чăваш сассине çут çанталăк ырлать. Унăн историйĕ Тикешрен пуçланать.

Пин тенкĕллĕ, пин теветлĕ, пин эрешлĕ, çĕр пин юрă-кĕвĕллĕ, ташă-юрăллă, эреветлĕ-теветлĕ истори тĕнчин керменне, Тикеш ялĕ çумĕнчи “Хула вырăнне” пĕр-ик çул каялла Чăваш Ен яш-пики хăйсен асламăш-кукамăш арчинче упраннă тумтирне тăхăнса пысăк улаха, Пăла тăрăхĕнчи чăваш-сăвар-пăлхар крепоçĕн улăхне, шурă акăшсем пек карталанса тухрĕç. Тикеш крепоçĕн ятне çĕклессипе Чăваш патшалăх музейĕн директорĕ Э.Бахмисов та нумай тăрăшрĕ.

Чăвашлăх тĕнчи паянхи кун та ку тăрăхра упранать. Кашни çулах çурхи сăн çапнă май Тикеш çĕрне, ял урамĕсене урхамахсем сиктерсе тухаççĕ. Тилхепине кам тытнă тетĕр-и? Мĕн ачаран лашасене юратакан, районти акатуй-сабантуй çĕнтерÿçи Егор Краснов лавçă-ветеран, çамрăк хĕр-пикесене лартса, Вырăс хĕлĕн илемне ăсатса, катаччи чуптарса, “Катăк çатма икерччи çитерсе”, ял урамĕсемпе сиктереççĕ. Михаил Селиванов та хăйĕн купăсне тăсса, пÿрнисемпе унăн пускăчĕсене вылятать çеç.

Тĕрлĕ шăнкăрав саслă, çăварни юрриллĕ урхамахсен эскадронĕ ялти клуб умне пырса чарăнать. Лавсем çинчен илемлĕ çурхи пикесем юрласа анаççĕ. Сассисем пĕринчен тепри хитре. Галя Селиванова, Валя Егорова, Лида Селиванова, Римма Макарова, Лена Иванова, Зоя Григорьева, Лариса Селиванова, Лида Алексеева пĕр-пĕринпе ăмăртса юрлаççĕ, ташлаççĕ. Районта тĕрлĕ вырăнта ĕçлеççĕ, çемьеллĕ пулин те çакăн пек интереслĕ кану уявĕсене хутшăнма вăхăт тупаççĕ.

– Лида Алексеева ĕçлеме тытăннăранпа кунта кĕрес килет, – тет 75 çулхи Санькка аппа (Иванова). Чăннипех çапла. Паянхи кунччен Культура вучахне çамрăксен ташшин кĕрлевĕсĕр никам та ăшăтса тăман. Культура ырлăхне туйма, çак ял пултарулăхне çĕнĕрен çĕклеме пĕр çемье кил-йышĕ пулăшрĕ. Вĕсем – Лидăпа Станислав Алексеевсем. Пĕри – паянхи клубăн ертÿçи, мăшăрĕ – аслă пĕлÿллĕ специалист çеç мар, юрлама ăста, хăйĕн купăс пускăчне куç хупса вылятма пултарать. Лида Алексеева пирки ыр сăмах калас килет. Вăлах культура вучахне ăшă сывлăш илсе килчĕ, “кăвак çулăм” кĕртрĕ. Унăн пуçарулăхĕпе, тăрăшулăхĕпе, тавçăрулăхĕпе клуб çурчĕ çĕнĕрен çуралчĕ, ăшăнчĕ. Вăл хăех юсавçă, ертÿçĕ те, пултаруллă культура ĕçченĕ. Лидăпа Станислав Алексеевсем тăрăшнипех ялта “Хĕлхем” ансамбль йĕркеленчĕ.

Культура çуртне уçнăранпа 40 çул çитрĕ. Унта юрă-ташă сасси пулни савăнтарать. Кану вучахĕнче хаваслă сасă, савăнăçлă кулă, ăшă, çутă пулни хĕвелрен те çутăрах, хĕвелрен те ăшăрах. Чи пахи вара кунта яланах чăваш сасси тăни ял пуласлăхне, çĕн ăрусен çунатлăхне çĕклет.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика