21 июля 2007 г.
Ильдар Минсаматович, сире экономиста, пайтаçăна ял хуçалăхĕн йывăр лавне кÿлĕнме мĕн хистерĕ?
– Ялта ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ çынна çĕртен уйăрни тымарĕсене касса янă йывăç пекех. Эпĕ те “Бикшики” хуçалăх саланса кайнине курса тăрса пăрăнса утма пултараймарăм. Асатте-асанне, атте-анне епле йывăр вăхăтра та çĕре япăхтарса ярса сумсăра кăларман. Хирте çум курăк кашласа ларни чĕрене ыраттарчĕ. Çакă çĕртен кулни пулать-çке. Хуçалăхĕ ку маншăн ют пулман. Кунта эпĕ Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе килсен звеноводра, бригадирта, тĕп агрономра, 5 çул председательте ĕçлерĕм. 2000 çулта кунтан пăрахса коммерцине кайрăм. Анчах чун çĕр патнех туртрĕ. Икĕ çултан уйрăлса тухса çĕнĕ уйрăм хуçалăх йĕркелерĕм. Малтан çĕр 103 гектар çеçчĕ. Халĕ 600 гектартан та иртет. Хăйсен çĕр-пайĕсене сĕнекенсем татах та пур.
– Кăçалхи çур акине мĕнлерех ирттертĕр?
– Çурхи ака-суха ĕçĕсене яланах тĕплĕ хатĕрленсе кĕтсе илнĕ эпир. Кăçал та çаплах. Техникăна хĕллех юсама пикеннĕ. Вăрлăха та тасатса кондицие лартнă. Хамăр енчен мĕн кирлине пурне те тума тăрăшнă: сапас пайсемпе тивĕçтернĕ, минерал удобренийĕсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем янтăланă. Кĕрхи культурăсем 270 гектар йышăнчĕç. Çурхисем те çавăн чухлех. Унсăр пуçне 20 гектар çĕрулми, 20 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, 40 гектар вика, 1 гектар севок сухан, 3 гектар кишĕр акнă. Мĕнпур ĕçе 25 çын пурнăçлать. Кирлĕ пулсан ютран чĕнетпĕр. Ĕç укçи пирки ÿпкелешмеççĕ.
– Хăш-пĕр хуçалăхра хура пусă тесе хăварнă лаптăксем çум курăкпа хупланнине асăрхама пулать.
– Пирĕн хуçалăхра çум курăк ашкăрса ларакан пушă çĕр çук. Кашни гектарпа туллин усă куратпăр. Вăрлăхсене те çĕнетсе пыратпăр. Пысăк тухăç параканнисене акатпăр.
– Техника тĕлĕшĕпе мĕнлерех; Туса илнĕ продукцине ăçта усратăр?
– Ку енĕпе пĕр чăрмав та çук. 3 “Нива” СК–5 комбайн, 5 трактор, 5 автомашина тата кирлĕ ял хуçалăх техники йăлтах пур. Туса илнĕ тыр-пула йышăнма йĕтем, кĕлетсем те хатĕр. Обществăлла çурт-йĕре, техникăна йăлтах “Бикшики” хуçалăхранах туянса юлнă. Май пур таран техникăна çĕнетме те мехел çитересшĕн.
– Утăлăх вика та акнă. Выльăх-чĕрлĕх йышлă-и?
– Епле-ха унсăрăн. Ферма та хамăрăн. Иртнĕ çул 40 пуç çамрăк ĕне-выльăх туяннăччĕ. Вĕсенчен 24-шĕ пушмак пăру, 16-шĕ вăкăр. Кĕçех йыш хушма пуçлаççĕ. Вĕсен шутне татах та ÿстересшĕн-ха. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхсĕр епле-ха; Ĕçе пĕлсе йĕркелесен унран та тупăш илме пулать вĕт.
– Тупăш тенĕрен, 4-5 çул хушшинче танлаштару тумалăх пур. Уйрăм хуçалăх йĕркеленĕшĕн ÿкенместпĕр, паллах.
– Малтанхи çулпа танлаштарсан ÿсĕм самаях пысăк. Çемье бюджетне пуянлатсах пыратпăр. Иртнĕ çул 650 пин таса тупăш илтĕмĕр. “Чăваш Енри чи лайăх предприниматель – 2006” конкурсра “Çулталăкри чи лайăх ял хуçалăх таварĕ туса кăларакан” номинацире çĕнтернĕшĕн Дипломпа наградăларĕç. Çакă та малашне тата тăрăшарах ĕçлеме хистет.
– Сирĕн пуçарулăха çемье, тăвансем мĕнлерех хаклаççĕ?
– Фермер хуçалăхĕ йĕркелесси пурте пĕрле канашламасăр пулман. Агроном, экономист-бухгалтер пулнăран ку утăма эпĕ пĕр шикленмесĕрех турăм. Мăшăрăм Гелюсе хирĕçлемерĕ. Ачасем те хамăрах хывнă. Ильнурпа Ильнас ялти шкулта “5” паллăсемпе çеç вĕренсе пыраççĕ. Çав хушăрах хама пулăшма та вăхăт тупаççĕ. Каникулта иртен пуçласа каçчен уйра, фермăра.
– Ильдар Минсаматович, ял хуçалăх малашлăхне мĕнлерех куратăр; Сирĕн ĕмĕт-тĕллев?
– Чи малтанах пирĕн рынока тухмалла, хамăрăн таварăн пахалăхне кăтартса, палăртса сутма хăнăхмалла. Хресчен ĕçне тивĕçлипе хаклама пуçласан, продукцие чăн хакĕпе туянма тытăнсан пурнăç та йĕркеленĕ. Пирĕн тĕллев – Хирти Пикшик уйĕнчи çĕрсене пушă вырттарас марччĕ. Çынсем валли ĕç вырăнĕ пултăр. Ялта ĕçлесе ватăлнă пенсионерсене утă-улăмпа тивĕçтересчĕ.
– Тавах калаçушăн. Ĕмĕтленни çиттĕр, сывлăхăр пултăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)