18 июля 2007 г.
Ялта кирли пурте пур: ял тăрăхĕн администрацийĕ, врач офисĕ, фельдшер пункчĕ, вăтам шкул, ача сачĕ, почта уйрăмĕ, райпо системине кĕрекен 2, уйрăм çынсен 3 лавкки, тĕслĕх библиотека, 2 мечет, культура тата ваттисен çурчĕсем.
Ватлăхра пĕччен хăвармаççĕ
Ваттисен çуртĕнче пиллĕкĕн пурăнаççĕ. Çак кунсенче тепри унта куçма документсем хатĕрлет. Пурăнма условисем çитеççĕ кунта. Çулла та хăтлă, хĕлле те ăшă. Ватăсене Д.Чебенева пăхать. Хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçлама тăрăшать. Çакна районти, республикăри социаллă ĕçченсен хушшинче ирттернĕ конкурссене хутшăнса çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçни те çирĕплетет.
Пĕрин тирпейĕ тепĕрне куçать
Ял тăрăхĕн администрацийĕ пуçарнипе кашни ялтах "Чи таса урам, кил-çурт" конкурс иртет. Вăл пĕр уйăх пырать. Унтан пĕтĕмлетеççĕ. Хирти Пикшикре çак номинаципе чыса пĕр тăван Хамдеевсен ячĕпе хисепленекен урам тивĕçрĕ.
Çуртри ача сасси _ телей
Кăçалхи çур çулта 8 ача çуралнă. Вĕсенчен пĕри Земдихановсен. Çемьере пĕрремĕш вăл. Даутовсен савăнăçĕ те пысăк. Хĕрпе ывăл пурччĕ вĕсен. Виççĕмĕшĕнче амăшне пулăшакан харăсах иккĕн çут тĕнчене килнĕ.
Ушкăнпа ĕç ăнать
Кирек хăш ĕçе пуçăнас тесен те ваттисемпе канашлаççĕ. Э.Каштанов, Э.Бурнашев мулласем ял старостисем те шутланаççĕ. Пĕрисем сĕнỹ панипе, теприсем пуçарулăх кăтартнипе шыв урлă çакăнса тăракан виçĕ каçма тунă. Иртнĕ çул пĕр километр, кăçал 650 метр çула хăпартса вак чул сарнă.
Çулĕсем хушăнни тунсăх кỹмест
Хисеплĕ, сумлă ватăсенчен пĕрисем _ Тăван çĕр шывăн Аслă вăрçине хутшăннисем. Çирĕм пиллĕкĕн вĕсем ялта. Çулленех сайралаççĕ пулин те Çĕнтерỹ уявне палăртнă чухне çамрăксене стройпа утсах кăтартрĕç хăйсене. З.Чинкин, З.Мукачев, М.Валитов тата ыттисем те иртнĕ йывăр кунсен асаилĕвĕсене сахал мар каласа кăтартаççĕ. Çитĕнекен ăру та парăмра юласшăн мар. Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк картине çĕнетрĕ.
Сцена ăсталăхне ăруран ăрăва куçараççĕ
Халăх театрĕ хăйĕн "вăйне" те, пултарулăхне те çухатмасть. Д.Салахова ертсе пынипе кăçал каллех çĕнĕ спектакль хатĕрлерĕ. Унпа артистсем Тутар Сăкăт, Шăнкăртам ялĕсене тухса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
Хăна _ çĕнтерỹçĕ
Спорта кăмăллаççĕ Пикшиксем. Уйрăмах тутарла-пушкăртла кĕрешесси хисепре кунта. Ахальтен мар районти ĕçпе-юрă уявĕнче мала тухаççĕ вĕсем. Çак ялта çуралса ỹснĕ, халĕ Набережные Челнынче пурăнакан Э.Незеев иккĕмĕш çул уявра малти вырăна алăран ямарĕ.
Ял хĕрĕ хулара палăрчĕ
Ял тăрăхĕн администрацийĕ Шупашкар хулин Мускав район администрацийĕпе туслă çыхăнура. Хăнасене пĕрлехи мероприятисене чĕнеççĕ, ăмăртусем йĕркелеççĕ. Ĕçлекен çамрăксен канашĕн тĕл пулăвне вара хулана кайрĕç. Г.Хасянова унта хăйĕн пултарулăхĕпе концерта хутшăнчĕ, малти вырăна çĕнсе илсе парнеллĕ пулчĕ.
Çурт çĕкленет _ ял çĕнĕлет
Çурт çеç мар, çĕнĕ урам та пур ялта. Вăл Ф.Камалетдинов ячĕпе хисепленет. Пĕр енлĕ 26, тепĕр енлĕ 15 хуçалăх тĕпленме пултарать унта. Тымар янисем те пур. Халĕ электричество парас енĕпе ĕçсем пыраççĕ. Лини кармалли преоктне хатĕрленĕ.
Нимелле пухăнса юсасшăн
Спорт ăмăртăвĕсем чылай иртеççĕ. Çулленех темиçе волейбол, шашка-шахмат турнирĕ пулать. Тĕрлĕ енчен хăна пуçтарăнасси те пур вĕсене. Анчах спортзала юсамалла. Паянхи кун çивĕч тăракан ыйту çакă. Пулăшас текенсем пур. Вĕсене явăçтараççех.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)